Игра. Вайа. Чваш члхипе литература уроксенче вй элеменчсемпе ус курасси
Скачать 106 Kb.
|
Чăваш Республикин Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул Тема: «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче вăйă элеменчĕсемпе усă курасси» (Меслет сĕнĕвĕ) Автор: Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕхипе литературине вĕрентекен Антонова Валентина Германовна Вăрмар-2010 Методика кăтартăвĕн тĕп тĕллевĕсем Вĕрентÿ тухăçне ÿстерес ĕçре учителе вăйă материалĕпе усă курма пулăшасси Пухнă опыта учительсем патне çитересси Аннотации Вĕренÿ ĕçне тĕплĕн , пысăк шайра йĕркелесе пырас тесен чи малтанах уроксене хускану режимĕпе тивĕçтермеллине асра тытмалла. Мĕншĕн тесен урокĕпех калаçма, пуплеве тăнлама шкул ачине çеç мар,çитĕннĕ çынна та йывăр. Хускану режимĕ вара кун тăршшĕпе ĕçлес кăмăла тытса тăрать , ачасен нерв системине вăхăтра кантарать. Ача тĕрлĕ енлĕ аталантăр тата ĕçлес кăмăла ан çухаттăр тесен унăн талăкра 10-60 пин таран тĕрлĕ хускану тумалла. Анчах та хальхи вăхăтра ачасем вăхăта ытларах техника хатĕресем умĕнче ирттереççĕ. Ку вара сывлăхшăн çав тери сиенлĕ. Сывлăха упрасси- чи çивĕч проблема. Апла пулсан çак лару-тăрура уроксенче тĕрлĕ вăйă элеменчĕсемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăйă,ман шутпа, ачана сывлăш пекех кирлĕ. Çакна асра тытса эпĕ те уроксенче тĕрлĕ вăйă элеменчĕсемпе усă куратăп, вĕрентекенсемшĕн те эпĕ пухнă материл усăллă пуласса шанас килет. Ум сăмах Ачасен пурнăçĕнче вăйă пысăк пысăк вырăн йышăнать. Вăйăра ачасен хавхаланăвĕ, творчествăлла шухăшлавĕ, тимлĕхĕ ÿсет, сывлăхĕ çирĕпленет. Пĕр-пĕринпе çывăх та туслă пулас туртăмĕ те вăйланать. Ачасен пуплевне аталантарас ĕçре те вăйă паха майсенчен пĕри. Вăйăсем тĕрлĕрен пулаççĕ, ирттерессе те вĕсене тĕрлĕ тĕллевпе ирттереççĕ.Тĕп тĕллевĕ – ачасен чун хавалĕн вăйне çÿллĕ шайра тытасси,çавна май вĕрентÿ тухăçне ÿстересси. Хам усă куракан вăйăсене эпĕ виçĕ ушкăна пайларăм. 1-мĕш ушкăн – ăc-тăна аталантармалли вăйăсем 2- мĕш ушкăн –пĕтĕмĕшле хускану вăййисем 3- мĕш ушкăн - психологиллĕ хусканусем Кирек мĕнле вăйă та ачасен пассивлăхне сирсе ярать, йĕркелĕхе вĕрентет, вĕренÿ материалĕпе интересленме хистет. Вăйă выляса ăша хывнă материал ачан ăс-тăнĕнче, шухăш-туйăмĕнче нумайлăха çирĕпленсе юлать. Çак меслет сĕнĕвĕн тĕллевĕ- уроксене ирттернĕ чухне учителе вăйă материалĕпе усă курма пулăшасси. Кунта кăтартнă вăйăсем кăткăслăхĕпе тата содержанийĕпе тĕрлĕрен. Вăйă материалне классем тăрăх пайласа тухман. Вĕсене ачасен пĕлÿ шайне тата тавра курăмне шута илсе вĕрентекен кирек хăш класс валли те суйласа илме пултарать. Ăс-тăна аталантармалли вăйăсем Ку вăйăсем вĕренÿ ĕçне илĕртÿллĕрех тăваççĕ, вĕреннĕ материла хăвăрт çирĕплетме пулăшаççĕ, чĕлхене вĕренес кăмăла çĕклеççĕ.Çавăн пекех ку вăйăсенче ачан ăс-тăнĕ туптанать, тавра курăмĕ аталанать, тимлĕхĕ ÿсет. Хушма материал Ыйтусемпе-ытарсем Аслати хăçан авăтма тытăнать?(Чĕкеçсем вĕçсе килсен) Вăрман тухтăрĕ мĕнле вĕçен кайăк?(Ула такка) Йĕплĕ кĕрĕк хуçи мĕн ятлă?(Чĕрĕп) Камăн ачи çунатсăрах вĕçет?(Çил ачин) Катăк тута мĕнле чĕр чун?(Мулкач) Тÿпе юрăçи мĕнле вĕçен кайăк?(Тăри) Эрешмен миçе ураллă?(8) Юрă ăсти мĕнле вĕçен кайăк-ши?(Шăпчăк) Вĕçен кайăк патши кам?(Ăмăрт кайăк) Йăмра кайăкĕ кам-ши?(Курак) Масар кайăкĕ мĕн ятлă?(Çăхан) Çул шутне палăртакан кайăк мĕн ятлă?(Куккук) Чĕтре йывăç мĕн ятлă?(Ăвăс) Шур кĕпеллĕ йывăç мĕн ятлă-ши?(Хурăн) Мăйăр йывăçĕ мĕн ятлă?(Шĕшкĕ) Йĕкел йывăçне мĕн теççĕ?(Юман) 2.Ваттисен сăмахĕсене вĕçле Кам ĕçлемест,вăл… Усал çынпа çула… Упине тытмасăр… Вĕрмен йытă … Ялан ăспа çÿресен ялти ватă… 3.Тупмалли юмахсен тупсăмне туп Суха тăвать, утă çимест(трактор) Çулла тăхăнать,хĕлле пăрахать(вăрман) Вĕрмен йытă пÿрт сыхлать(çăра) Сивĕрен те,патакран та хăрамасть, ăшăран хăрать(çу) 4.Грамматика ваййисем Сыпăксенчен çыхăнуллă предложенисем тăвасси(уйрăм хутсем çине сыпăксем çыратăп) ИН ПА КА МĂН СУЯ ЯЙ ÇЕ Мĕнле сăмах ытлашши? Кала,сăмахла,вула, пупле,сÿпĕлтет Рифма тăрăх кирлĕ сăмах тупăр Кантăка, туссем, яр уçар Янкăр кун тулта çиçет. Çыру евĕр сарă çулçǎ Урамра ирех… . Татас çук эпир ăна- Наркăмăшлă… . Чăвашла ыйтсан кăна Хурав парăп эп… . Сывлăм типиччен Вăранас пулать. Ыйхă чăптинчен Сар хĕвел… . Тĕвик-тĕвик тăмана Каç шăплăхне юратать, Тĕвиклетсе пĕр кăна Ăна хăех йăлт … . Метаграммăсем К-па пулсан тăхăнаççĕ. Ç-па чухне манран пăрăнаççĕ(кĕрĕк-çĕрĕк) Х-па пулсассăн тĕсĕм пур П-па пулсассăн ăшăм пур(хура-пура) Т-па чухне кĕвĕ калатăп. Й-па чухне ÿссе ларатăп(тăмра-йăмра) Т-па чухне вăхăт палли П-па чухне- мухтав палли(талăк-палăк) К-па йăлкăшса выртать Т-па апата каять(кăвар-тăвар) С-па чух- калаçмалли Ç-па чух- çимелли(сăмах-çăмах) У-па çутатать вăл тÿперен Ы-па чух – выртса тĕлĕрен(уйăх- ыйăх) П-па пулсан ăс-тăн хуранĕ К-па пулсан кун çути хунарĕ(пуç-куç) Анаграммăсем Çамрăксем сиксе ташлаççĕ, Ташă-кĕвĕ янăрать. Ваттисем курма васкаççĕ- Пĕтĕм халăх савăнать. Каялла кăна вулатăн- Санран пурте пăрăнать(туй-ют) Юратса сана вулаççĕ Ваттисем те вĕттисем. Тепĕр май кăна лартаççĕ, Шыв юхмалли пулăп эп(калав-валак) Тус-сут, пас-сап, тавар-тавра, сарал- ларас Каламбурсем тупăр Анне вăрçать чупкăна Саншăн пулсан… чуп кăна. Выртать авă пĕр ĕне Каснă –лартнă пĕрене Тухрăм вăрăм çул çине, Пухрăм хурăн çулçине Юман çинче ларать курак Темскер каласшăн вăл Кур ак Апатне часрах антарăр Ларăр эсир те, ан тăрăр Хуравĕсене клеткăра тупăр У Б Р А М Р О Н А З 2К И Ш З Р Е Д Х К Л А Л А А Л И У Е Р А В Г Т А С С 1К У П Г С Т А Н И 1)С витаминпа пуян пахча çимĕç. Пан улми сорчĕ. Цингаран сиплекен пахча çимĕç. Апата виçесĕр çимелле мар, унăн мĕн пулмалла? Организма тасатакан çимĕç. 2)Куç витĕмлĕхне çивĕчлетекен çимĕç. Ир пулса çитĕнекен çимĕç.Яланах çимелли апат. Нумай çиме юраман, шурă,тутлă мар япала. Телевизорпа час-часах çынсем туянччăр тесе кăтартакан япала. Хускану ваййисем Хускану вăййисене ларса та, тăрса та ирттеретпĕр. Весем ывăннине сирсе яма пулăшаççĕ, малалла ĕçлес кăмăла хăпартаççĕ. Мĕн-мĕн кĕрет-ха хускану вăййисен шутне? 1.Калаçупа тата музыкăпа усă курса тĕрлĕ хусканусем тăвасси. 2.Куç,чĕлхе тата пÿрнесен гимнастики. 3. Ÿт-пÿри пĕр-пĕр вырăна массаж туни Хушма материал 1. Ÿсрĕм-ÿсрĕм çÿллĕ-çÿллĕ Татах ÿсрĕм туран çÿллĕ Унта пăхрăм, кунта пăхрăм Хаш сывларăм, лартăм Тепре тăтăм, лартăм *** Шутлама пĕлетпĕр пурте Пĕррĕ, иккĕ, виççĕ, тăваттă Канма та эпир ăста Алсене хыçа тытатпăр, Çÿлелле пуçа çĕклетпĕр Пурте çăмăллăн сывлатпăр Урапа тăпăртататпăр, Алсене çупатпăр, Пуçа унталла-кунталла пăркалатпăр Алсене çÿлелле çĕклетпĕр, Аялалла антаратпăр, Шăппăн вырнаçса ларатпăр *** Алсене, туссем, çĕклер—и Çÿлелле пуç тăррине? Шарт та шарт çупса илер-и- Кам савмасть ал çупнине? *** Чĕлхе гимнастики тумалли йĕркесем Ăп-ăп-ăп Ча-ча-ча Эп ларатăп шăп Эп аван ача *** *** Кил, кил, кил Кай, кай, кай Ман пата эс кил Ман патран эс кай *** *** Кул, кул, кул Пул, пул, пул Савăнса эс кул Пысăк , ăслă пул *** *** Ăн-ăн-ăн, Ăн—ăн-ăн, Эп калатăп чăн Пит хитре ман сăн *** *** Ан-ан-ан , Ан-ан-ан, Вăт епле аван, Вĕренме тăван. Куç гимнастики -Çÿлелле-аялалла пăхса илмелле(6-8 хут) -Çÿлелле-сылтăмалла, унтан çÿлелле-сулахаялла пăхмалла (6-8хут) *** Куçа хупса 20 таран шутличчен лармалла, унтан куçа уçса 20 таран шутличчен инçетелле пăхмалла. *** Пуçа уçǎлтарас, кантарас тĕллевпе ирттермелли гимнастика Сылтǎм сǎмса шǎтǎкне пÿрнепе хупласа сулахаййипе майĕпен сывлǎш çǎтса илмелле. Унтан самантлǎха сǎмса шǎтǎкĕсене иккĕшне те хупламалла. Ун хыççǎн сылтǎммине уçмалла та хулен сывласа кǎлармалла. Кайран сывлǎша сылтǎммипе сывласа илмелле, сулахаййипе сывласа кǎлармалла. Массаж 1. Хăлхан аялти вĕçне массаж туни пуçа лайăхрах ĕçлеме пулăшать 2. Хăлхан çунаттине массаж туни кăмăла çĕклет 3. Хăлхан çивĕчлĕхне ÿстерес тесен хăлхана варринчен тытмалла та 20 хутчен майĕпен туртмалла (ку мелсемпе вĕрентекенĕн вырăнлă усă курма пĕлмелле. Тĕслĕхрен, ачасен кăмăлĕ литература хайлавне вуланă май хуçăлма пултарать. Вĕрентекен вара хăлха çунаттине массаж туни кăмăла çĕклеме пулăшнине аса илтеретет те пĕр 20 таран шутличчен массаж тутарать) Психологиллĕ хусканусем Ăсра сăнарлă шухăшлани çыннăн мышцисене ирĕклĕнех халсăрлатать. Мышцăсем ирĕклĕн халсăрланнине пула ăшра çăмăл та лайăх пулса каять. Çын вăхăтлăха канса илет те малалла ĕçлемелĕх вăй-хал илет. Апла пулсан вăхăтлăха халсăрланни канма та, лăпланма та, пуçтарăнма та пулăшать. Çак хусканусемпе эпĕ ытларах литература урокĕсенче усă куратăп. Хушма материал Пĕр-пĕрне алран тытăр, пĕр-пĕрне куçран пăхăр та йăл кулăр . Туятăр-и мĕнле лайăх пулса кайрĕ? *** -Ачасем, лайăх вырнаçса ларăр, куçăра хупăр. Эпир тинĕс хĕрринче.Хумсем пĕр тикĕссĕн шавлани илтĕнет. Эсир тинĕсĕн уçă сывлăшĕпе сывлатăр. Сывлăр, тарăннăн сывлăр. Эсир канатăр *** Атьăр-ха, шухǎшра чĕрери ырă кăмăла, ачашлăха ывăç тупанĕ çине хурар. Хутăр-и? Халĕ шăппăн ура çине тăрăр та алă тупанĕнчи ырă кăмăлпа ачашлăха сывлăша кăларăр, сапаланччăр вĕсем эпир пурăнакан тавралăх çийĕн. Пăхăр-ха чÿречерен. Куратăр-и, пĕтĕм тавралăх пирĕн ырă кăмăлпа, ачашлăх пайăркисемпе çуталса кайрĕ. *** Сирĕн умра тĕсе пĕлтерекен сǎмахсем: хĕрлĕ,сарă,апельсин тĕслĕ, симĕс, кăвак, хĕрлĕ кăвак, хура, шурă. Куçа хупăр та шухăшлăр, хăвăр кăмăлăра мĕнле тĕспе палăртнă пулăттăр Ачасем ура çине тăраççĕ, (малтан пĕр тĕсе суйласа илнисем, унтан тепĕр тĕсе суйласа илнисем…. ) Юлашкинчен учитель кăмăла палăртакан кашни тĕс мĕне пĕлтернине шута илсе пĕтĕмлетÿ тăвать. Хĕрлĕ – пысăк савăнăçлă Сарă - ырă Апельсин тĕслĕ – хаваслă Симĕс – лăпкă Кăвак – салхуллă Хĕрлĕ кăвак – канăçсăр Хура – пусăрăнчăк , хуйхăллă Шурă – шиклĕ *** Хамăрта пур киревсĕр характер уйрăмлăхĕсене ал тупанĕ çине хурар та ура çине тăрса аякка-аякка ывăтар *** «Усăллă – сиенлĕ» вăйă (ÿкерчĕксем кăтартатăп, кăтартнă ĕç сиенлĕ пулсан ачасем урисемпе тăпăртатаççĕ, усăллă пулсан алă çупаççĕ) *** «Чĕрĕ йывăçсем» Атьăр-ха саманлăха пурте йывăç пулса тăрар. Куçа хупăр та шухăшласа пăхăр, мĕнле йывăç сирĕн пулас килет. Халĕ пурте ура çине тăтăмăр. Эпир - йывăç, алă- йывăç туратти, пÿрнесем – çулçă. Çил вĕре пуçларĕ, туратсем силленме пуçларĕç. Çил вăйланнăçем вăйланчĕ, çулçăсем чĕтреме тытăнчĕç. Çил лăпланчĕ, йывăçсем пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулчĕç те шăпланса ларчĕç *** Пĕтĕмлетÿ Кирек мĕнле вăйă элеменчĕпе те творчествăллă усă курмалла. Учитель вĕсене хăйне кирлĕ пек çĕнетсе улăштарма пултарать . Ачасен тимлĕхĕ чакнине туйсанах урока вăйă саманчĕсем кĕртмеллине яланах асра тытмалла. Паллă педагог В.Сухомлинский çапла каланă: « Тулли ăс-тăн аталанăвĕ вăйăсăр пулмасть, пулма та пултараймасть» Вăхăтра вăйă саманчĕ ирттерни вĕрентекенĕн авторитетне те, ачасен вĕренÿри тимлĕхне те, хастарлăхне те ÿстерме самаях пулăшать. Çав вăхăтрах вĕренекен хăйне йĕркеллĕ тыткалама, сывлăха упрама вĕренет. Усă курнă литература Л.П.Сергеев «Грамматика вăййисем»-Шупашкар.Чăваш кĕнеке из-ви,2008 З.Е.Ананьева «Чăваш чĕлхине тăван мар чĕлхе пек вĕрентмелли хăнăхтарусем» -Шупашкар, 2007 В.И.Ковалько «Здоровьесберегающие технологии» -Москва «Вако»2004 Тĕрлĕ хаçат - журналсенчен пуçтарнă материал |