Главная страница

Тупаймаср крхи врмана снласа лармасть. ав снлахсем урл шутласа, нланса птерейми шухш калать


Скачать 56 Kb.
НазваниеТупаймаср крхи врмана снласа лармасть. ав снлахсем урл шутласа, нланса птерейми шухш калать
Дата14.06.2018
Размер56 Kb.
Формат файлаdoc
Имя файлаStatya.doc
ТипДокументы
#46938

Çапла вара А. Васильев тĕпчевçĕ калани тÿрре тухмасть: П. Эйзин ĕçсĕр аптраса, урăх ним çинчен те çырма тема тупаймасăр «кĕрхи вăрмана» сăнласа лармасть. Çав сăнлахсем урлă шутласа, ăнланса пĕтерейми шухăш калать.

Çавăнпа та А. Хусанкай сăмахĕсем те пур чухне те тĕрĕсех килсе тухмаççĕ: «Он (Эйзин П. Н.) говорит прямой речью и слова значат то, что значат».

Чăнах та фольклорти пек тÿррĕн (хăш чух риторикăллăрах та илтĕнеççĕ-и тен) вĕрентсе-чĕнсе каланă, афоризма çывăх сăвăсем те паллă вырăн йышăнаççĕ Эйзин пултарулăхĕнче. Анчах кунта эпир акă мĕн асăрхарăмăр: поэт геройĕ, Турă миссине хăй çине илнĕскер, калаçма та Христос хăй вĕренекенĕсемпе пуплуенĕ евĕр калаçать. Малтан хăй шухăшне ытарлă палăртать, анчах, никам та анланманнине кура, юлашкинчен тÿсеймест – символа сăнарсем урлă каланине тÿрремĕн çавăрса хурать.

Ак, тĕслĕхрен, «Аркану» сăвă. Малтан пытарăнчăклă герой сăмахĕ (тÿпе, каç, çиçĕм, тĕттĕм, çумăр – санарĕсен пĕлтерĕшĕ уçăмлах мар). Унта тÿрремĕн çапла хушса хурать:

Кăнтăрла

сирĕн мăнаçлăхĕ çине

пырса тăрăннă çын

каçхи урама

хăйне хăй шыраса çÿрени

сирĕншĕн пурпĕрех.

Эп кăшкăртăм:

– Ăçта чунăр?!
Вĕçĕмсĕр калаçма пулать Эйзинăн симвăлла сăнарĕсем çинчен.

А. Аттилăн симвăлла, аллигорилле сăнăрăсем пачах çук тесен те юрать.

…Ăнлантарать

тем

шăпчăк

юпана.

Пĕлтерĕшĕ паллă маар та, анчах каллех общество лирика геройне ăнланманнин, йышăнманнин сĕмĕ илтĕнет кунта.

Е:
Зооциркра,

çынсем хĕвĕшнине

курса тăраннăскер,

читлĕхри пĕччен упăте

шухăша путнă.

Сăнăр-ха:

ялан

çынсем куçнине çеç

курса ларакана,


тен, кичемрех ăна?

Шел те кулма пĕлменскере.
Симвăлла сăва. Тÿрех мĕн каласшан пулнине чухлаймастăп. Çапах та аллигорилле сĕмĕ те пур пулса: сăввăн пытарăнчăк шухăшĕ темиçе мар – пĕрре çех пулинне туятăн.

«Зооцирк» – ахăртнех пирĕн пурнаç, пурнăç сцени. Лирика геройĕ хăйне читлĕхри упăте пек туять. Анчах вăл пурнăç çине кулăш туйăмĕ витĕр пăхма пĕлнипе уйрăлса тăрать упăтерен.

Л. Мартьянова поэзине илес пулсассăн, унăн та Эйзинăнни пек афоризмлăрах илтенекен сăвăсем чылай:
Каçарма çуккине – каçармаççĕ,

Касару ыйтмаççĕ йăланса.

Каçарма çуккине – ăнланаççĕ,

Пуранмаççĕ хăртса, хăтарса.

Каçарма çуккине – каçармаççĕ,

Пăрăнаççĕ шăпа çыртса.
Анчах Матьянова калас сăмаха аякран, ытарлă çавăрса калама та кăмăллать. Ытару – тен, Мртьянова поэзийĕн хăйне евĕрлĕхе те.
Эп пытармастăп.

Эп лайах пуранатăп.

Эп хам йĕркесене,

Вĕри алпа илсе,

Çынсем умнее хуратăп…
Çакнашкал калать-калать те юлашкинчен çапла çавăрса хурать:
Хăш чух

ют куçсенчен хăратăп…

шап-шур минтер çинчи

куççуль йĕрне

Эп никама та кăтартмастăп.
Ăнланса илетĕн вара: лирика героини ырă курса пурăнмасть иккен. Никам çук чух, каçпала йĕрет те вăл час-часах.

Шăв-шав çĕклесе хăй чĕри çунни çинчен кăшкăрашманни героиня сăмахне пушшех ĕнентерет.

Çапах ытарусăр пуçне Мартьянова поэзийĕнче симвăлла сăнарсем те тĕл пулаççĕ:

юр çăхан

пăлан çĕлен

хуракăш сарă кайăк

çил-тăман шартлама хĕлле

алăк ум(ĕ) çуркунне

шух çил çулçă

хунав кÿлĕ (кÿлĕ çыранĕ)

лаша
Ак пĕр сăввине илер:

Вĕлтĕртетсе вĕçет сар çулçă.

Калас сăмахăм та таçта çитет.

Тем систересшĕн тек «сар пурнăçăн»

Шухăшĕнчен хăех писсе чĕтрет.
Ак, шартлама хĕлле çитсессĕн,

Вырмасăр кăкăрăма йăва сарса,

Эсир çеç мар, унта манн пин-пин çулçă

Çуркуннене пурнать савса.
Ку сăвăра каласшан пулнине тÿрех тавçăрса илме йывăр. Мĕн вăл «керхи сар çулçă»? Тата «пин-пин çулçи»?Шартлама хĕл, çуркунне сăнаресем Эйзинăнни пекех пĕлтерĕш йышăнаççĕ пулас.

Палах ку вăл çитменлĕх мар. Симвăлла поэзии çапла пулмалла та: унта каласа петерменни, уçăмсăрлăх, сăнар нумай пелтерĕшлĕхĕ тĕп выранта-çке.

Акă П. Яккусен те:

Çеçен хир варринче вăрманта,

Çын ури таптаман вырăнта

Йăлтар-йăлтар çиçет çавра кÿлĕ.
Эпир курнă сарт-тăвăн хапи,

Эпир пураннă харпăр шăпи

Таса кÿлĕшен – кунлăх тусанĕ.

Ан шыра ху сăнна шыв çинче,

Кÿлĕ куçĕ пăхать пит инçе:

Кÿлĕре сăптарсем куранаççĕ…
Кунта каллех мĕн калас тени уçăмлă мар. Тĕрлĕ интерпретации пулма пултарать. Пирĕн шутпа, «çеçен хир варринчи вăрман» тарăнăшне çынсем кăна мар, герой хай те ăнланса-туса пĕтереймест пулмалла. «Эпир» тени çинсене шута илни ахăр. Çапла, сирен вĕткеленчĕк шухăшусем çав чуншăн «кунлăх тусанĕ кăна» – пысăк пелтерĕшлĕ мар. Вăл урăх виçере пурăнать. Уншăн тÿпе вăрттанлăхĕ. Чăнлăх çути хаклă.

Анчах тепĕр сăвăра «çавра кÿлĕ» сăнарĕ пачах урахла пелтерĕшпе çаврăнса тухать:
«Путса вилчĕ» тесе ан калăр.

Ăраскалăм – пуçламăшсĕр, вĕçсĕр.

Çавра кÿлĕ вари – авăр,

Авăртан аçтаха вĕрĕ.
Эпир кунта е малтанхи «кÿлĕ» сăнарне ăнланса пĕтереймерĕмĕр, е çак сăвăра вăл çĕн пĕлтерĕш йышăнать. Урăх виçере Чăнлăх сутине пуç çапса пурăнакан герой чунĕнчен аçтаха вĕçсе тухать. Усал ĕç тума хĕтĕртекен усал вăй мар-ши вăл? Яккусен геройĕ хăй те ăнланса илет пулмалла чунăн ик енлĕхне:
Пулнă-иртĕ. Нимскер те шеллемĕп.

Халь ăнлантăм: хăть макăр, ан макăр.

Çавра кÿлĕ çинче – шевлелĕх,

Çавра кÿлĕ вари – авăр.
Çын ялан пĕр енлĕ çеç пулма пултараймасть, ыррипе усалли пĕр тĕвĕрех тесшĕн пулмалла.

Çÿлерех илнĕ теслехсем симвăлла савăсем пулчĕç. Халĕ эпир кăшт аяларах пăхса тухма палăртни – аллигорилле сăвă пулĕ. Меншĕн тесен сăвăç шухăшне тÿрех туйса-ăнланса илетĕн унта, урăхла верси çуралмасть те – пурнăç çулĕ çине тухакан çамраксене ырă халал пани вăл:
Ылтан ыраш кĕптисем хушшинче

Виçĕ ача. Аспати ачисем.

Çиçĕм çути ялтаран куçсенче.

Шиклĕ çанталăк. Хăрав вучĕсем.
Тап-таса чунлă çамрăксем пысăк ĕмĕтсемпе пурнăç çулĕ çине тухнă («тухнăччĕ эсĕр кайма çырлана») – анчах иккен ку тĕнче хаяр, ун пеккисене вăл «çĕре пăталать», тасамарлах шурлăхне туртать. Çамрăк чунсем шикленсе ÿснĕ:

Пăт та патах – тусана сирпĕтсе

Çумар тумламĕ çĕре пăталать…

Ан хăрăр, ан йĕрĕр – çумăр пĕтсен

Тăнăç шевли çĕр питне чуп тăвать.
«Ан хăрар, ан йĕрĕр», тет – лирика геройĕ лăплантарса, – пурнăç яланах çапла хура килмĕ, ыррине те тĕл пулăр. «Çумăр пĕтсен тăнăç шевли çĕр питне чуп тавать».
…Ан хăрăр – чун сирĕнте вăранать:

Йывăр пулсассăн та – ăнĕ кун-çул,

…Мĕншĕн тесен аслати айенче

Упрĕç сире тусăмсем-чечексем.
Айĕн-çийĕн пăтравлă пурнăçра сире ИЛЕМ ÿкме памĕ. Усала маар – илеме пуç çапмалла. Яккусен геройе хăй нумай чатса ирттернине, сапах чунĕпе хуçăлманнине, тискерленменнине те ăнланатăн ун сăмахĕсенчен.

Юлашкинчен хамăр самаха çапла пĕтĕмлетĕпĕр: хальхи чаваш поэзийĕнче сăвăçсем чăннипех те хăйсен сăмахне ытарлă – симвăлла, аллигрилле сăнарсем урлă – калама кăмăлланине куртăмăр ĕнтĕ. Çапла вара çакă вăл паянхи поэзире пысăк сулăм (тенденции) пулса тăрать тесе çирĕплетме те пултаратпăр.
Надежда ИЛЬИНА,

ЧПУ аспирантки


написать администратору сайта