Иван Лисаев. Иван Лисаев Чире паранма суралман. Урок тллевсем Врент Повесть жанрне, темине, тп шухшне, санарсене палтма врентесси
Скачать 81.5 Kb.
|
Тема: «Сывлăх – чи хаклă пуянлăх». Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» повеçĕ тăрăх Урок тĕллевĕсем: Вĕрентÿ: Повесть жанрне, темине, тĕп шухăшне, санарсене палăтма вĕрентесси. Аталану: Тĕп сăнара хак парса ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси. Сапăрлăх: Ачасене спортпа туслă пулма, сывлăха упрама вĕрентесси. Урок тĕсĕ: çĕнĕ технологисемпе, сингапур структурисемпе усă курса вĕреннине пĕтĕмлетмелли урок . Урок мелĕсемпе меслечĕсем: -учитель сăмахĕ; -ыйту-хурав -словарь ĕçĕ -илемлетÿ мелĕсене палăртни; -шырав (спортпа туслă пулни сывлăхшăн питĕ усăллă); -практика ĕçĕ; -харпăр хăйсем тĕллĕн ĕçлени- проект туни; -пĕтĕмлетÿ. Литература теорийĕ: Повесть- Повесть пафосĕ- Сăнар- Сюжет- Синквейн- Словарь ĕçĕ: Сусăр- Шăмă туберкулёзĕ- Çĕмĕрле- Кире пуканĕ- Тимĕрçĕ- Кирлĕ хатĕрсем: Иван Лисаев портречĕ, кĕнекисем, «Ялав» журнал №10-12 1998çул(стр.94) ,№3-4 1999 çул(стр.90),№10 2000çул(стр.3, спорт çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем , проект валли хатĕрленĕ ĕçсем, компьютер, таблицăсем. Урок эпиграфе: «Сывлăх – чи хаклă мул!» Ваттисен сăмахĕ. Урок планĕ I.Ачасене урока йĕркелесси. II.Вĕреннине аса илесси. 1.Панă ÿкерчĕк çине пăхăр мĕн куратăр, шутлăр? Ÿкерчĕке сăнанă хыççăн паянхи урок темине калаятăр-и? (Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» повесть). Хайлава мĕнле темăна кĕртме пулать? (Сывлăх темине.) -Паян урокра эпир сирĕнпе пĕтĕмĕшле хайлава тишкерĕпĕр. III.Вĕреннине çирĕплетесси. 1.Иван Лисаев пултарулăхĕне аса илесси. -Ачасем, Иван Лисаев пултарулăхĕ çинчен каласа парăр? II. Слайд. Çыравçă пултарулăхĕне слайд тăрăх пăхса тухасси, ачалăхĕнчи пурнăçне палăртасси. Çыравçă портретне , «Ялав» журналти ĕçĕсене кăтартасси. III. Слайд Унăн хайлавĕсене пăхса тухасси. Пурĕ 12 кĕнеке авторĕ. «Çĕр чĕнет»(1966ç.), «Шанăçа тивĕçлисем», «Чÿречерен хурăн шаккать»(1979ç), «Тивĕç»(1984ç), «Ирт, купăсçă, маларах» (1982ç.), «Халал» (1986 ç.). IV.Слайд 3. Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» повеçпе ĕçлесси. -Хайлава мĕнле жанрпа çырнă? (Повесть) -Мĕн вăл сăнар? 3. Литература терминĕсене ăнлантарни. V. Слайд Хавха (пафос) – çыравçа хайлаври ĕçсене, сăнарсене мĕнле шухăш – кăмалпа хакласа çырни , хайлавăн пĕтĕмĕшле кĕввине палăртакан хĕрÿллĕ ĕнерÿ-çеми. Повесть – эпикăлла проза жанрĕ, ĕç-пуçсем тĕп герой тавра аталанаççĕ, геройăн шăпи вара темиçе эпизодрах уçăлать. Сюжет –хайлавра пулса иртекен ĕçсен йĕрки . 4.Словарь ĕçĕ. VI.Слайд Сусăр - Шăмă туберкулёзĕ- Çĕмĕрле - Кире пуканĕ- Тимĕрçĕ - VII. Слайд. 5.Ыйтусемпе ĕçлесси. -Хайлавра тĕп сăнар кам? Тĕп шухăшне палăртăр? Темине уçса парăр.(Витя Кулешов.Шанчăка пурнăçра çухатмасан мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама пулатех.Тăрашуллă, чăтăмлă ача йывăрлăхсене çĕнтерни.) -Ачана мĕнле суран асаплантарать? -Шкула вăл мĕнле çÿрет? Хăйне пулăшнине, хĕрхеннине юратать-и вăл? -Витя пурнăçра мĕнле ĕмĕтпе пурăнать? Çак ĕмĕте мĕнле майпа вăл пурнăçлать? -Витя ялан мĕнпе калаçса çÿрет? Ĕмĕтпе калаçма пулать-ши? Ĕмĕчĕ ăна пулăшать-ши? -Кам пулăшнипе тата мĕнле майпа Витя «ура çине» тăчĕ? Алексей Петрович –врач пирки мĕн калама пултаратăр? Микс пэа шэа -Витя хăй çине хăй «алă сулнă» пулсан мĕн пулнă пулĕччĕ-ши? -Эсир тĕп сăнартан мĕнле тĕслĕх илтĕр? Сире вăл мĕнле çын пулма вĕрентет? -Эсир хăвăр пурнăçăрта çакăн пек çынсене курнă-и, е пĕлетĕр-и? Каласа парăр. 6. Кĕнекепе ĕçлесси. -Витя ялан менпе калаçать? Витя ĕмĕчĕпе калаçнă вырăнсене тупса вуласа парăр. -Витя спортпа туслă пулнă вырăнсене палăртăр. -Секцие çÿрекенсем мĕнле йĕркене пăхăнса пымалла? Çав вырăна тупăр. 7.1)Шкулти ачасене санлани .Сингапур мелĕн структурипе усă курни-ТАЙМД РАУНД РОБИН (Taimed Raund Robin) . Ачасем 4-шарăн ларса тухнă, вĕсене карточка парăнать, çак карточкăпа вĕсем 40 секунд хушшинче кашни ача йĕркипе сасăпа каласа пырать). Вĕрентекен ушкăри 1-мĕш вырăнсенче ларакансенчен ыйтать) . 2) Витьăна характеристика парасси. Кластер мелне РАУНД ТЭЙБЛ ( Raund Table) структурипе пурнăçлани. Кунта та ачасем ушкăнпа 4 – шар лараççĕ. Панă пĕр карточка çине кашни ача хуравне йĕркипе çырса пырать. Хуравлама ушкăнри 4- мĕш вырăнта ларакансем хуравлаççĕ. Е (ПЛЕЙСМЕСТ КОНСЕНСУС устно) малтан пурте шутлаççĕ, кайран листоксем сине çыраççĕ, доска умне тухса çыпăçтараççĕ. VIII. Cлайд Витя
К ластер мелĕпе хаклани: IV.Кану саманчĕ. 8.Хайлаври илемлĕх мелĕсене тупни.
IX. Cлайд 9. Синквейн туни. Ачасем хăйсен тĕллĕн пурнăçлани. Слайдри ĕçпе çирĕплетни. -Япала ячĕ Витя -2 паллă ячĕ Чăтăмлă, хастар - 3глагол Ĕмĕтленет, тăрăшать , йывăрлăхсене çĕнтерет - Предложени Шанчăка çухатмалла мар. -Синоним (метафора) Телейлĕ 8.Сюжет тăрăх ÿкерчĕк туни. Витьăна сăмахпа ÿкерни.( Ачасем сăмах вĕççĕн пурнăçлаççĕ.) Слайд X V. Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси. Слайд XI,XII Халĕ вара,вĕреннине çирĕплетсеисирĕнпе Иван Лисаев çырнă «Чире парăнма çуралман» хайлав тăрăх тест ирттерĕпĕр. Тест. 1.«Чире пăнма çуралман» хайлава мĕнле жанрпа çырнă? а) повесть ă) калав б) роман 2. Хайлавра герой мĕнле чирпе чирленĕ? а) шăмă туберкулёзĕ ă) ÿпке чирĕ б) ÿслĕк чирĕ 3. Шкула герой мĕнле çÿренĕ? а) ашшĕ лашапа леçнĕ ă) вĕрентекенсем киле килсе вĕрентнĕ б) хăй тĕллĕн çÿренĕ 4. Юлташĕсем героя мĕне вĕренме сунаççĕ? а) художника ă) спортпа туслă пулма б) алă ĕçĕпе ĕçлеме 5. Кам тĕп сăнара йĕкĕлтет ? а) Таня ă) Роза б) Федя 6. Тĕп сăнар мĕнле майпа утакан пулнă? а) врачсем пулăшнипе ă) физкультура тунипе б) класри ачасем пулăшнипе 7. Шкулти мĕнле вăйăра вăл мала тухать ? а) шашка вăййинче ă) теннис вăййинче б) шахмат вăййинче 8. Ача журнал вуласа камран тĕслĕх илет? а) Алексей Павлов ă) Владимир Иванов б) Сергей Щербаков 9.Çĕмĕрлере кире пуканĕ çĕклесе вăй виçекенсен ăмăртăвĕнче ача миçемĕш вырăна тухать? а) пĕрремĕш ă) иккĕмĕш б) виççĕмĕш 10. Çамрăк ача район центрĕнче çамрăксем валли мĕн уçнă? а) ÿнерçĕсен кружокĕ ă) ташă кружокĕ б) спорт секцийĕ Тест çырнă хыççăнах ĕçсене тĕрĕслесе ăнлантарса хăварни. VI. Ачасен ушкăнра ĕçлеттерени. РАФТ (RFFT)-сингапур структури. «Сывлăх» ятпа пĕрер листа çине кашни ушкăна проект тутарни, 1- мĕш ушкăн ача сачĕ валли тăвать, 2- мĕш ушкăн шкул ачисем валли тăвать, 3-мĕш ушкăн ашшĕ-амăшĕсем валли пурнăçлать. Ушкăнран пĕри хÿтĕлеме доска умнее VI. Вĕреннине пĕтĕмлетесси. 1)Сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илесси. Доска çинчен вуласси. «Сывă çын – çунатлă çын», «Сывлăх пĕтсен укçа парса илеймĕн», «Сывлăх – пуянлăх», « Кăмака çинче выртнипе сывалаймăн» Слайд XIV-XVI 2)Чăвашсен паллă спортмнĕсемпе паллаштарасси. 3) Хусан хулинче Универсиада-2013 слайд пăхассипăхасси. - Слайд XVII, XVIII 4) 2014 çулта Сочи хулинче мĕн иртрĕ? (Олимпиада) 5) Июнь уйăхĕнче 2015 султа пирĕн республикăра (ТР) сывлăха упрас тесе мĕнле спорт ăмăртăвĕ иртрĕ? (16-мĕш хутчен тенчери шывра ишессипе спорт ăмăртăвĕсемсем иртрĕç) 5) 2018- мĕш çулта Хусан хулинче мĕн иртĕ? (Тенчери футбол выляссипе спорт ăмăртăвĕ иртĕ) VII. Пĕтĕмлетÿ. Слайд XIX Ачасем пурнăçра чи хакли –сывлăх. Ăна мĕн пчĕкрен упрама тăрăшмалла. Пирус туртассинчен, ытти кирлĕ-кирлĕ мар япаласенчен пăрăнса çÿремелле.Спортпа туслă пулмалла. Тĕрĕс çулпа утакан, пурнăçа юратакан - телейлĕ. VIII.Килти ĕç пани. Витя Кулешов патне çыру çырмалла. |