Сурхури. Йтес туртни
Скачать 104.42 Kb.
|
Ку уяв Сакам (Закамье) тата Уралçум (Приуралье) тăрăхĕнчи чăвашсен анлă сарăлнă. Вăл раштавăн 25-мĕшĕнче (кун таврăнăшĕ) тытăнса пĕр эрне тăсăлнă. Нартукан уявĕ тури чăвашсен Сурхури тата анатри чăвашсен Хĕр Сăри уявĕсем пекрех иртнĕ. Уяв ирттерме кăçал туса лартнă çĕнĕ çурт суйласа илнĕ. Çуртне çĕкленĕ чухнех çамрăксем хуçа уяв ирттерме хирĕç ан пултăр тесе нимелле пулăшнă. Çак кун мĕнпур шăпăрлан çунашкасем сĕтĕрсе урама тухнă. Катаччи туса е сăрт çинчен ярăннă. Тухуринчен вĕçсе аннă чух Нартукан сăввисене хытă кăшкăрса каланă. Хĕвел ансан каччăсемпе хĕрсем ушкăнсене пуçтарăнса кам мĕнле çветкă тумне тăхăнмаллине калаçса татăлнă та килĕсене саланнă. Каччăсем – карчăк, хĕрсем – арçын тумĕсене тăхăннă. Вара урам тăрăх пырса кашни киле шакканă. Каччăсене ытларах чух хĕрсем пурăнакан е хăна хĕрĕ килнĕ çуртсем кăсăклантарнă. Вĕсене каччăсем Нартукан иртекен çурта йыхравланă. Кунта çамрăксем юмăç янă, юрланă, ташланă, вăйăсем вылянă. Çакăнта пулас мăшăрĕсене суйласа илнĕ. КУЛЬТУРА АТАЛАНĂВĔН НИКĔСĔ «Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать, тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать»,- тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н. Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулти чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри–ташши кĕреççĕ.Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле. Чăвашсен авалтан суха туса, тырă акса пурăннă май юррисем те çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Сăмахран, «Алран кайми аки-сухи». Ку тури чăвашсен юрри. Анатри чăвашсен тата уйрăм вырăнсенче ку юррăн кĕвви урăхларах пулнă. Чăвашăн юррисем ытларах чухне хурлăхлă. Артистсем те тури чăвашсен юррисене юрласшăнах мар, сирĕн юрăрсем хурлăхлă, вĕсене юрлама йывăр теççĕ. Чăнах та вĕсене икĕ тонлăхпа (тональность) тата икĕ октавăпа юрламалла. Ытларах анатрисенне юрлаççĕ. Вĕсен юррисем савăнăçлăрах. Юррăн пуянлăхĕ савăнăçлинче тата хурлăхлинче мар, унăн илемĕнче, чунĕнче, шухăшĕнче. Юрăсем сăнар енчен ушкăнсем çине пайланаççĕ. Хăна, туй, вăйă, салтак, улах, çăварни, сурхури тата ытти те. Ачасен витлешӳ, сăпка юррисем пулаççĕ. Вĕсем пурте чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă. Чăвашсен уяв нумай пулнă. Мĕншĕн пулнă тетĕп. Мĕншĕн тесен, шел те, хăшĕсем манăçса пыраççĕ. Нумайăшне ялсенче халĕ те ирттереççĕ. Вирĕм – усал-тĕселе хăваласа ямалли тури чăвашсен уявĕ. Ăна Мăнкун умĕн ирттернĕ. Анатри чăвашсен Сĕрен ятлă. Калăм – ваттисене асăнмалли кун. Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ирттернĕ. Ĕлĕкхи чăвашсен çулталăкĕ Мăнкунран пуçланнă. Ĕлĕкхи чăвашсем Акатуй уявне акана тухас умĕн пуçланă та акса пĕтерсен вĕçленĕ. Нумаях пулмасть ăна тури чăвашсем Сухату тенĕ. Сухапуçтуйĕ анатрисен – сапан туйĕ (сапан тутарларан сухапуç тесе куçать). Çимĕк – çуллахи уяв. Вăл кун ваттисене асăннă, çăва çине кайса килнĕ. Уява Мăнкунпа Çимĕк хушшинче ирттернĕ. Каçсерен укăлчана çамрăксем вăййа тухнă, юрă юрланă, каччăсем хĕр суйланă. Çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ, хăнасене чĕнсе хăналанă. Пачăшкăсем йăласене хирĕçленĕ пирки ирттерме шикленнĕ. Утăçи ял халăхĕшĕн пысăк уяв пулнă. Утă çулма уява кайнă пек капăр тумтирпе тухнă. Утă çулмалли вырăнсем аякра пулсан çĕр каçмаллах кайнă. Каçсерен вăйă каланă. Ниме ял халăхĕшĕн пысăк вырăн йышăнать. Питĕ авалтан, чăвашсен тĕрĕк вăхăтĕнчи тапхăртан килнĕ йăла. Хальхи вăхăтра та ялти çын нимелле кил-çурт ăсталать. Çĕнĕ тыр-пул туса илнĕ хыççăн Чӳклеме тунă. Çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ, хăнасене чĕнсе хăналанă. Туй йăли-йĕркине Чăваш Енре çирĕп тытса пыракансем халĕ те пур. Шел , Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăн чăвашла, кĕмĕл капăрлăхлă туй арăмĕсемпе ирттерес йăла путланнă. Чӳкпе Киремет карти çӳлти Турă пехил панă уявсем. Вĕсене хăш-пĕр вырăнта халĕ те ирттереççĕ. Салтак ăсатни кашни çыншăн пăлханмалли самант. Халĕ ĕлĕкхи салтак юррисене çамрăксем юрламаççĕ, манса кайнă вĕсене. Ç И М Ĕ К Чăнлă районĕнчи Тимĕрçенте ăна Мункун хыççăн 50-мĕш кун – вырсарникун – паллă тунă. Праçнике 3-4 эрне маларах хатĕрленме тытăннă: масарти вил тăприсене тирпейленĕ, чечексем лартнă, хĕрессене сăрланă… Çимĕкчен пĕр кун маларах – шăматкун – ваттисене асăннă: ял çыннисем кăнтăр çитиччен масар çине тĕрлĕ çиме, ĕçме-çиме илсе кайса курăк çине вырнаçса кĕлĕ тунă, ăратни-ăратнипе тăванĕсен вил тăприйĕсем çумнерех вырнаçнă, хăйсем мĕн ĕçнине, çинине çĕр çине хурса вĕсене уйрăммăн асăннă. Маларах масар çинче эрех тавраш ĕçмен. Каччăсемпе хĕрсем унта кайман. Ваттисемпе пĕрле ача-пăча çӳренĕ. Çынсем масар çинче нумайччен тахçантанпа курман тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе курса калаçнă, ĕлĕкреххине аса илсе пĕр-пĕрне сăйланă. Асăннă хыççăн апат-çимĕçе хĕрес урли, вил тăпри çине хунă, сăрине савăт çине ярса лартса хăварнă. Хĕрессене хурăн турачĕсемпе илемлетнĕ. Пĕр-икĕ сехетрен çынсем килĕсене таврăннă. Уяв умĕн маларах çамрăксем Çимĕк вăййисене вылянă – пытанмалла, çĕрĕ памалла… Ярăнкăчсем çине ларса киленнĕ. Хĕрсемпе каччăсем юрланă, ташланă, такмак каланă: Чашки-чашки сар мăйăр, Сиктермелле выляр-и? Мĕнпур юлташ пуçтарăнса Харăс сăвă калар-и? Сикĕр, сикĕр шывалла Шыв сирпĕнсе тăмалла. Калăр хĕрсем сăввăра Çын тĕлĕнсе тăмалла. Пирĕн касă хĕрĕсем – Çинçе пилĕклĕ вĕсем. Начар каччăпа çӳресе Сая каймаççĕ вĕсем. Симĕс сада кĕмелле мар, Сарă чуспа карнăччĕ. Уйрăлмăпăр, сивĕнмĕпĕр Тесе сăмах панăччĕ. Çĕр çырлисем пиçсе çитсен Мĕнле çырла çийĕпĕр? Çимĕк вăййи иртсессĕн Мĕнле вăйă выльăпăр? Улма парсан та ан ил, Чие парсан та ан ил. Такмак çинче темĕн те пур, Юлташ ху çине ан ил. Çимĕк вăййисем пуçлансанах сăвă-такмаксем çумне çакăн пек хушса юрланă: «Хавас килет çак вăйă». Уяв ыран тесен, шăматкун, çамрăксем хаваслă вăхăчĕсемпе сывпуллашнă, такмаксем çумне: «Шел, каять çак вăйă», чи кайран – «Иртрĕ-çке, кайрĕ-çке, çулталăксăр килмест-çке», - тесе хушса юрланă. Сăвă-такмак калакан маçтăрсем Р.Д.Углева, Р.М.Разинова, Р.Ф.Стюкова, З.И.Губернаторова тата ыттисем пулнă. Каçхине каччăсемпе хĕрсем пĕр-пĕринпе курса калаçма, паллашма ял варрине пуçтарăннă. Тимĕрçенте çакăн пек вырăн Аслă урам-пасар çĕр лаптăкĕ пулнă. Хĕрсем икĕ ретпе хире-хирĕç тăрса, çавăтăнса сăвă каланă. Çак вăхăтра хĕрачасене пĕр-пĕр каччă пăсăк çăмартапа пени те пулкаланă. Рет хушшипе каччăпа хĕр е купăсçă çӳренĕ. Купăсçăсем В.Т.Авасев, М.Д.Дубов, С.К.Теби, С.А.Разинов тата ыттисем пулнă. Пĕрер сехетрен, хĕрсем саланса хăйсен кассисенче сăвă каланă. Каччисем хыçалтан çӳренĕ. Ваттисен кунĕ умĕн (эрнекун) çамрăксем Çăлвара (çывăхри пĕчĕк вăрмана) кайнă. Карталанса тăрса сăвă каланă, хут купăс кĕввипе ташланă, вăйăсем вылянă. Ташă пуçлакансенчен пĕри И.Е.Чумакин, ăста ташăçăсем В.И.Мартынов, А.С.Нефёдов, Г.М.Углев тата ыттисем пулнă. Çăлварта сăвă калани, ташă-кĕвĕ сасси ирхи шурăмпуç киличченех янраса тăнă. Хĕрсем пуш кăшăлĕсем çыхнă. Хурăн турачĕсемпе пӳрт йĕри-таврашне илемлетнĕ. Çакă ваттисене хисепленине пĕлтернĕ. ХĂЯТ УЯВĔ (Хăят пăтти) Çулла Çимĕк хыççăн, çĕртмен 25-28-мĕшĕсенче, каччăсемпе хĕрсем вăйă картине пухăнса сăвă калама пăрахас умĕн тăрăхри çынсем Чăнлă юхан шывĕн çыранне тухнă, пăтă пĕçĕрнĕ. Кашни ялăн пухăнса йăла-йĕркене ирттермелли хăйĕн харпăр вырăнĕ пулнă. Ку уява ватти те, вĕтти те тухнă. Пирĕн Çĕпрел районĕнчи чăвашсем пурăнакан Упи ялĕсенче те ăна тĕрлĕрен ятпа каланă: Хăят пăтти, Çерçи хăячĕ, Хăят уявĕ тенĕ. Анчах та шухăшĕ тата йăла-йĕркене ирттересси пĕрешкел пулнă. Уяв валли ватă çынсем кил тăрăх çӳресе апат-çимĕç пуçтарнă. Хăшĕсем килте мĕн пуррине хăйсем килсе панă. Кам – какай, кам услам çăвне, кам – кĕрпе таврашне. Пурте пухăнса пĕр пысăк хуранта пăтă пĕçернĕ. Çав хушăра чиркӳчченхи кивĕ йăлапа кĕлĕ ирттернĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче Упи ял тăрăхне килсе тĕпленнĕ пĕрремĕш чăваш çыннисене асăннă. Уяв вăхăтĕнче кĕлĕ вуланă хушăра маларах тытнă çерçие шыва кĕртнĕ, кайăк сăмсине, çунаттисене, урисене çунă. Унтан пуçĕнчен пуçласа хӳри таранччен пĕр пӳрнепе çу сĕрнĕ те тӳпенелле ирĕке вĕçтернĕ. Кĕлĕ юрласа пĕтерсен чи малтан пăтта антарнă савăта юхан шыв хĕррине лартнă. Ăна Çӳлти пӳлĕхçĕ – Аслă турă валли тенĕ. Кайран вара техĕмлĕ те тутлă пăтта ватă çынсене валеçнĕ, вара тин – ыттисене. Хăят уяв картипе, чăваш халăх юррисемпе вĕçленет. Ял çыннисем çулсерен утă çулма тухас умĕн çăва кĕтсе илсе уяв ирттернĕ. Çак сăлтавпа Хурăнвар юхан шывĕпе чикĕленекен тип çырмана пуçтарăннă. Каярах ку юхан шыв Учӳк çырми ята тивĕçет. Мăн асатте-асанне виçĕ чĕрĕ чун – пăру, сурăх тата хур – туяннă. Выльăхсене тип çырмарах пусса тирпейленĕ, какая пысăк хурансенче пĕçернĕ. Кайран вара пурте пĕрте пухăнса сăра ĕçнĕ, аш-какай çинĕ, Турра кĕл тунă. Унран тыр-пула ӳсмешкĕн çумăр, ачисемпе хăйсем валли сыв-лăх ыйтнă. Шурсухалсем калашле, Упи ял тăрăхне кĕрекен ялсем вырнаçнă вырăнсене Тунай тата унăн арăмĕ Чани, Чурик тата арăмĕ Акчури тата Кăмăлсăр ятлă çын Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнчен 450-500 çул каялла килсе никĕсленĕ. Кун пирки 1960 çулта Петр Понтелеймонович Ярухин (1923 çулхискер) кун кĕнекинче ватă ентешĕсем – Çĕнĕ Упи чăвашĕсем Антон Ефимович Лашмановпа (1864-1953) Агреппина Егоровна Ярухина (1875-1966) тата Андрей Ефимович Попов каласа панă тăрăх çырса хăварнă. ÇУМĂР ЧӲКĔ Халап тăрăх, 200 çул каялла Турхан Упи тăрăхне Мишанкка текен çĕвĕç килсе тĕпленнĕ. Вăл хресченсем валли тум-юм çĕленĕ, уншăн укçа илнĕ. Ялтан кайсан ăна Хурăнвар тип çырминче вăрă-хурах тапăннă. Çумĕнчи укçине туртса илсе вилмеллех амантнă. Çĕвĕçе вилнĕ тĕлтех пытарнă. Вил тăпри çине юпа лартнă. Çав самантран пуçласа чылай вăхăт хушши çумăр пулмасан çынсем Мишанкка çилленнĕ, çавăнпа та çумăр çутармасть тесе шутланă. Вара хăш-пĕр шурсухалсем (Тихонов Микихверĕ, Савин Ваçлейĕ, Элю Курак тата ыттисем) ял урамĕсем тăрăх çӳресе кил-çуртран апат-çимĕç пуçтарнă: çăмарта, çăкăр, кĕрпе, аш-какай тата ыттине те. Çак ĕçме-çимепе вĕсем çырмари тăлăх вил тăпри çине кайса Мишанккана асăннă, çумăр ыйтнă. Çакăнтах вăрăсемпе Мишанккан çапăçăвне сăнарласа кăтартса панă. Типĕ çанталăкра çумăр ыйтма халăхпа чиркӳри пуп та çӳренĕ. Ку хĕрес çӳревне вăл Мункун хыççăн Вознесени кунĕнче ирттернĕ. Кунашкал чиркӳ йăли-йĕркине – хĕрес уттине – тĕрĕссипе, кашни çулах йĕркеленĕ, типĕре — темиçе хутчен те. Риза тăхăннă пуппа унпа пĕрле çӳрекен чиркӳ çыннисем, ял халăхĕ масар çине улăхнă, сĕтел, çавра çăкăр, турăшсемпе хоругвь йăтнă, псаломсем, тĕн юррисем юрланă, Турăран çумăр ыйтнă. Çăкăра касса, темиçе пая пайласа çăва çинче хăварнă. Ку йăласене пурнăçласси Кĕçĕн Мункун хыççăн пуçланнă та Çимĕкчен пынă. Вĕсене вырсарникунсенче çеç ирттернĕ. Йĕркесене пурнăçа кĕртнĕ чухне кашнинчех кивĕ тата çĕнĕ масарсене çитсе килнĕ. ТИМĔРÇЕНТИ МУНКУН Мункун (Мăнкун) – христиансен çуркуннехи уявĕ шутланать. Православи тĕнне йышăнсан чăвашсемшĕн те вăл пысăк уяв пулса тăнă. Ял çыннисем Мункуна маларах хатĕрленнĕ: пӳрт ăш-чиккине, тӳшек-минтерне çуса тасатнă, пахчара, çурт-йĕр таврашне тирпейленĕ, сĕтпе ытти юр-вартан тутлă çимĕç хатĕрленĕ. Мункун умĕнхи вырсарникун (верпăнни кунĕ) ваттисем кăчкă йывăççин турачĕсене чиркӳре кĕлĕ ирттерсе тасатнă, унтан вĕсене килти турăш кĕтесне хунă. Çамрăксем тĕрлĕ вăйăсем выляма хатĕрленнĕ. Мункун çитиччен пĕр эрне маларах каччăсем таканккăсем (пысăк ярăнмалли) лартнă. Ярăнмаллисене кашни касăрах тенĕ пек вырнаçтарнă: леш майĕнче П.Клинкин çурчĕ çумĕнче, Муллакасра – Г.Углев умĕнче, Аялти урамра – П.Уба, Н.Савинов çурчĕсен умĕнче. Таканккăпа хĕрпе каччăсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса ярăннă. Çак ярăнкăчсене каçпа хурал та тăнă. Апла пулин те ир валли вĕсене урăх касри çамрăксем мăшкăллашса çĕмĕрсе хăварнă. Урамсенче каччăсемпе хĕрсем лапталла, юсталла, хуранла, чижикла, çăмарта кустармалла вылянă. Вĕсене вылясси Мункун эрнипех тăсăлнă. Мункун умĕнхи каç çамрăксем уçăрах çĕрте кăвайт чĕртнĕ, ун урлă сикмелле вылянă. Унччен маларах ланчашкасенчен майласа тунă, вут чĕртнĕ «ракетăсене» çӳлелле ывăтнă. Ку каç килти çутăсем те ялта часах сӳнмен. Мункунра ача-пăча ирех çăмарта пуçтарма тухнă. Ĕлĕкрех вĕсем тăванĕсем патне кăна кайнă, халĕ вара килĕрен çӳреççĕ. Çăмартасене хĕрлĕ, сарă тата ытти тĕссемпе пĕветнĕ. Мункуна кашни килĕре кăмака хутса апат-çимĕç пĕçернĕ. Кăнтăр иртсен ватăраххисем тăванĕсем патне рете пуçтарăннă, хăнана килĕрен çӳренĕ. Тепĕр çул рете чĕнекенĕ урăххи пулнă. Ун чухне сĕтел çинче пĕветнĕ çăмарта, чăкăт, çуллă чăкăт, çăмарта хăпартни, сӳтĕн, тĕрлĕ йышши кукăль лартнă. Хăнасене тутлă апат çитерме тăрăшнă, эрех-сăра ĕçтернĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе хаваслă калаçса, юрласа уяв тунă. Çавăнпа ял тăршшĕпех юрă юрлани, купăс сасси илтĕнсе тăнă. Пысăк ратнеллисен речĕ темиçе куна та тăсăлнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен вара рете пĕр килĕре кăна пуçтарăнаççĕ, килĕрен çӳремеççĕ. Хăнана çамрăкрах мăшăрсем çӳреççĕ. Хĕрпе каччăсене урăх вăйăсем кăсăклантараççĕ: футбол, пĕчĕк (мини) футбол, волейбол, çапса тармалли. 2003 çулта ялта чиркӳ уçăлчĕ. Кунта эрне тăршшĕпех Мункунра кĕлĕ иртет. Чиркӳ чанĕсен кĕвĕллĕ сасси вара ир-ирех ял çийĕн сарăлса ян каять. С У Р Х У Р И Сурхури – чăвашсен авалхи çĕнĕ çул уявĕ. Ăна чăвашсем килти лăпкă лару-тăрушăн тата çынсен пурнăçĕнчи телейшĕн, лайăх тыр-пулшăн савăнса тата çĕнĕ çулта выльăх-чĕрлĕх аван ĕрчетĕр тесе уявланă. Хăш-пĕр вырăнта ăна к ĕ ш е р- н и, р а ш т а в е ç в е т к е уявĕ тенĕ. Çакăн евĕрлĕ уявсем нумай халăхăн пулнă. Уявччен темиçе кун маларах хĕрсем пĕр-пĕринпе калаçса пӳрт палăртса хураççĕ. Унта кашни хĕр салат, хăмла, çăнăх, хăйма, çăмарта тата ытти апат-çимĕç илсе пырать. Вĕсенчен сăра вĕретнĕ, тĕрлĕ çимĕç пĕçернĕ, пăрçа ăшаланă. Уяв кунхине ирхине çамрăксем суйласа илнĕ çурт патне пухăннă та кĕркунне акса хăварнă хире кайнă. Хирте юртан улăм купи евĕрлĕ купасем туса çапла каланă: «Юр куписем мĕнле нумай, килес çул çăкăр куписем те çавăн чухлĕ пулччăр». Ун хыççăн килĕсене саланнă. Каçхине вара хĕрсемпе яшсем уяв ирттерме суйланă çурта пуçтарăннă: сăра ĕçнĕ, ăшаланă пăрçа çинĕ, тĕрлĕ вăйăсем вылянă, савăннă. Шăп çур çĕрте çамрăксем сурăх витине тухнă. Кашни кĕтесе ăшаланă пăрçа сапнă. Тĕттĕмре сурăха урисенчен ярса илнĕ те çапла каланă: «Вĕсем ытларах путек туччăр, çăм паччăр». Хăй тытнă сурăха кашни паллă тунă. Тул çутăлсан тухса пăхнă: ватă-и вăл е çамрăк-и? Енчен те сурăх çамрăк пулсан мăшăр – çамрăк, ватă пулсан – хусахсен шутĕнчен. Ури шурă пулсан – арăм е упăшка сарă пуласса, ула пулсан – илемлех мар, хура уралли пулсан – хура. Сурăх урипе юмăç пăхнă хыççăн çапларах юмăç пăхнă. Çулсем хĕресленнĕ тĕле тухса сасăсене итленĕ: шăнкăрав сасси илтĕнсен – туй пуласса, чан çапни – çын вилессе, йытă вĕрни – пуясса. Кашта çинче ларакан чăхсемпе те юмăç янă. Витере лараканскерсене итленĕ. Енчен те вĕсем шавларĕç пулсан тыр-пул начар пулать. Хĕрсемпе каччăсем малашлăх мĕнлерех пулассине çапла пĕлнĕ: ӳппĕн юр çине ӳксе йĕр хăварнă. Ирхине тухса пăхнă: кам йĕрĕ çине мĕн килсе лекнĕ: улăм пĕрчи пулсан – телее, йытă-кушак йĕрĕ пулсан – тăшмана, этем ури йĕрри пулсан – çав çын вилессе. Пӳрте чăх илсе кĕнĕ те урайне янă. Лешĕ малтан тырă, укçа е тăвар купи патне пырсан – упăшка пуян пуласса, кăмрăка сăхсан – чухăн, хăйăра сăхрĕ тĕк – кукша. Хăш-пĕр вырăнти чăвашсен каç кӳлĕм килтен киле çӳресе апат-çимĕç пуçтарас йăла пулнă. Ан паллаччăр тесе кĕрĕк тавăрса тăхăннă, курăсран сухал çакнă е кăмрăкпа ӳкерсе хунă. Яш-кĕрĕм купăс, сĕрме купăс е шăхлич каласа, питлĕх çапса ял тăрăх савăнăçлă çӳренĕ. Пĕр киле пырса кантăкран шакканă. Кил хуçин çамрăксене кучченеç тухса памалла пулнă. Памасан сирĕн путекĕрсем вилĕ çуралччăр тесе е ытти сăмахсемпе начар сунса хăварнă. Хăшĕ тата пулас арăмĕн е упăшкин ятне ыйтнă. Пӳртрисем юри кулăшла ят кăшкăрнă. Çапла шӳт туса пирĕн йăхташсем Сурхури уявне савăнăçлă ирттернĕ. Эрех ĕçсе начар ĕçсем туман. МĔН ВĂЛ ЧӲК? Чӳк – Аслă Турра, унăн çемйине тата ăна пулăшакансене (чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăка, этемĕн пĕрлĕхне, çынсене упракан чунсене) парне панипе çыхăннă йăла-йĕрке. Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл парне панине те, йĕркене туса ирттермелли вырăна та, çӳл тӳпери темĕнле аслă чуна та пĕлтерет. Унпа Турă ячĕпе сăмах каланă чухне та усă кураççĕ. Авалхи чăвашсен халапĕсем тата тĕн ĕненĕвĕсем тăрăх Тĕнче виçĕ пайран – çут çанталăк, общество тата çын - тăракан уйрăлми пĕрлĕх пек курăнать. Ăна Турă хăйĕн йĕкĕреш пиччĕшĕ Киремет пулăшнипе туса хунă иккен. Анчах çакăн хыççăнах Киремет усал вăйсен ирĕкне лекнĕ. Çавăнпа Турă ăна Çӳлти тĕнчерен хăваласа янă. Турă Тĕнче пайĕсем пĕр-пĕринпе килĕшӳре пурăнччĕр тесе тăрăшать. Шуйттан вара хăйне пăхăнакан усал вăйсем пулăшнипе çынна çураçăва аркатакан киревсĕр ĕçсем тума хĕтĕртет. Турă айăпа кĕнĕ этеме явап тыттарма, ăна тĕрĕс çул çине тăратма хăйĕн тарçисене ярать. Авалхи чăвашсен мĕнпур йăли тĕнчери йĕркелĕхе тытса тăрассипе е арканнă шайлашăва йĕркене кĕртессипе çыхăннă. Çын – общество умĕнче, общество çут çанталăк тата Турă умĕнче яваплă. Тĕнчери килĕшӳлĕхе чӳклесе тытса тăраççĕ. Шуйттан хĕтĕртнипе общество лăпкăлăхне шуйхатнă çыннăн Турра парне парса айăпне каçарттармалла. Унсăрăн хайхискерĕн киревсĕр ĕçĕсем обществăна пĕтерме, юлашкинчен вара Тĕнчене аркатма пултараççĕ. Шайлашăва яланах аялтисем – çынсем - пăсаççĕ. Йĕркене вара çӳлтисем – Турă енчисем. Çын айăпа кĕрсен пĕчĕк чӳк туса айăпне каçарттарнă. Кунсăр пуçне чăвашсен пысăк чӳксем те пулнă. Паллă пĕр-пĕр пулăмпа çыхăнтарса халăх пĕрле чӳк тунă. Çулсерен авалхи тĕнсене тытса пыракансем тырă пиçнĕ вăхăтра Мăн е Аслă чӳк е уй чӳкĕ, çумăр ыйтса çумăр чӳкĕ ирттернĕ. Мĕнпур ял-йыш ятĕнчен панă парне обществăри йĕркелĕхе, тĕнчери килĕшӳлĕхпе шайлашăва тытса тăма тивĕç пулнă. Христос тĕнĕ сарăлнă май чӳк йăли-йĕрки манăçа тухма пуçланă: ăна сайра-хутра çеç ирттеркеленĕ, хăш-пĕр вырăнта виçĕ чӳк пĕрлешсе кайнă. ЯТ ПАНИ Ача çуралсанах чăвашсем ят пама васканă. Ятсăр ачана усал илсе каять тенĕ. Пепкене çуса тасатса кипкене чĕркенĕ чух çепĕççĕн ача ятне асăннă. Ача ячĕ хăш вăхăтра çуралнинчен те нумай килнĕ. Эрнекун çуралакан арçын ачана – Эрнук, хĕрачана –Эрнепи, тунтикун çуралнă пулсан –Тунюк, ытларикун – Улташ. Ачана кайăк, йывăç, чĕр чун, пулă ячĕсене те панă: Кашкăр, Корак, Чĕкеç, Юман, Юманкка, Кăртĕш. Унччен вилнĕ ачан ятне теприне паман. Чиркӳре шыва кĕртсен панă ята та улăштарнă чăвашсем. Усал сывлăша арпаштарас тесе киле таврăнсан урăх ятпа чĕнме тытăннă. Ят панă хыççăн а ч а ч ӳ к н е тума хатĕрленнĕ: чăкăт, пăтă, пашалу пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ. Йăлтах хатĕрлесе çитерсен чӳк йăлине тытăннă. Уçă алăк енне çаврăнса Турăран çапла ыйтнă: «Йышăнсамăр пиртен çемçе чăкăтпа кăпăшка çăкăра. Пирĕн ачан та чĕлхи çемçе пултăр, аслисене сума суса тете (е аппа) тетĕр, ĕмĕрĕ вăрăм та тейлейлĕ пултăр». Унтан чӳк тума килнĕ кашни çын умри çимĕçсенчен кăштах илнĕ те тăватă кĕтесе хурса тухнă. Чи малтан – Турă кĕтессине, кайран – кăмака кĕтессине. Унтан пăтă тата сăра илсе кил картине тухнă. Кил карти тавра утса çапла каланă: «Ача ӳссе çакăнта чупмалла пултăр, çăпатана кутăн май тăхăниччен çӳремелле пултăр». Пĕр-икĕ эрнерен ачан амăшĕ тата ашшĕ енчисене пуçтарса «ача чăкăчĕ» ирттернĕ. Пухăннисем ача сывлăхĕшĕн кĕлĕ вуланă хыççăн чăкăт касса çинĕ. Чăкăтсăр пуçне сĕтел çине ашлă е çуллă пăтă лартнă. Кил хуçисем хăнасене сăрапа сăйланă. АЧА ÇУРАТНИ |