Сурхури. Йтес туртни
Скачать 104.42 Kb.
|
Сурхури Чăвашсем çемье, ял, вăхăт, ĕç-хĕл пурнăçне пуянлатакан тата илемлетекен тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ йăласемпе мухтанма пултараççĕ: Сурхури, Нартукан (Нартăван), Кăшарни (Кĕрещенке, Шуçи), Киремет карти, Çăварни (Масленица), Калăм, Сĕрен, Мăнкун, Ака пăтти, Акатуй, Çимĕк, Уяв, Вырма, Авăн, Чӳклеме, Чӳк, Ниме, Киремет карти, Кĕрсăри. Халăх йăли-йĕрки календарĕ Сурхури уявĕпе пуçланнă. Ку авалхи уяв. Ĕлĕкрех вăл тата анлăрах пулнă - выльăх-чĕрлĕхе упраса тăракан ыр-усала пуççапнипе тачă çыхăнса тăнă. Унăн ячĕ те çакăнтанах тухнă – «сурăх ырри» - «овечий дух». Ку уява хĕлле кун таврăнăшĕнче (декабрĕн 21-22-мĕшĕ) паллă тунă. Сурхури эрнене тăсăлнă. Уявланă хушăра чи малтан Çĕнĕ çулта хуçалăха тата киле хăтлăх кӳме, аван тухăç тата ĕрчев пама ыйтакан мешехесене туса ирттернĕ. Сурхурин пĕрремĕш кунĕнче ачасем ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса ялти кашни киле çитсе курнă. Çав вăхăтра вĕсем Çĕнĕ çул çитнине пĕлтерсе юрланă, ентешĕсене уявпа саламланă, тантăшĕсене вĕсемпе пĕрле çӳреме йыхăрнă. Çурта кĕрсен хуçисене выльăх-чĕ-рлĕхĕр, кайăк-кĕшĕкĕр ĕрчетĕр тесе ырлăх-сывлăх суннă, вĕрӳ-суру чĕлхипе çырнă юрăсем шăрантарнă. Лешсем ачасемпе çамрăксене ятарласа хатĕ-рленĕ тутлă апат-çимĕç (кукăль, йăвача, мăйăр, пылак çиме, ăшаланă пăрçа) панă, ырă сăмахсемпе сунăмсемшĕн савăнсах парне тунă. Лешсем пуян хуçасене тав туса кил карти тулли выльăх-чĕрлĕхне ăшаланă пăрçапа сапнă. Халĕ Сурхури христиансен Раштав уявĕпе (Рождество Христово) пĕр килет. Вăл Кăшарниччен тăсăлать. ЙĔТЕС ТУРТНИ Тĕрлĕ çĕрти чăвашсен пурнăç йĕркисем, юрри-кĕвви, вăййи-кулли, хăнари йĕркесем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăма та пултарнă, анчах та авалхи тапхăртан юлнă йăласем паянчченех сыхланса юлнă. Вăл йăласене çынсем тăрсан-тăрсан аса илеççĕ. Вĕсенчен пĕри хăнана кайсан, тĕрлĕ ĕçкĕ-çикĕре, ĕç вăхăтĕнче, апат çинĕ вăхăтра – чăхă ашĕ çинĕ чухне – йĕтес туртас йăла халĕ те пур-ха. Йĕтес шăмми (ключица) пĕкĕ евĕрлĕрех, анчах та çӳлти пайĕ чăмăртансарах тăрать. Тĕрлĕрен каланă: йĕтес туртасси, йĕтес уйăрасси. Йĕтес шăммине туртнă (уйăрнă) хыççăн пĕр-пĕрне вăлтма тăрăшнă. Кам маларах вăлтать (улталать) – вăл "ăсли" пулать, улталанни "ухмахĕ" пулать. Йĕтес шăммине уйăрнă чухне шăмă пĕр пек пайланмасть, кама-тăр çӳлти пайĕ пысăкрах (муклашкипех) лекет. Ун пек чухне кама пысăкрах пайĕ лекет, вăл ăсли пулать. Хăш-пĕр вăхăтра йĕтес шăммине уйăрнă чухне улталамалла та, улталамалла мар та калаçнă. Вăйă пуçланиччен пĕр-пĕринпе калаçса татăлаççĕ, килĕшӳ тăваççĕ: мĕнле парне памалла, хăнана камăн чĕнмелле е тата урăхла килĕшӳ-сем пулма пултараççĕ. Улталаканни – «ăсли», улталанни – «ухмахĕ». Улталамалла мар калаçсан икĕ енчен те пĕр-пĕрне парне параççĕ. Япалисем те (парнисем) тĕрлĕрен пулма пултарнă: кĕпе тăхăнтартасси, тутăр парасси, килте тунă çĕрĕ-сулă парнелесси, эрех çинчен те манман. Ку вăййа нумайрах чухне хĕрарăмсем выляса ирттернĕ. Йăлана пăхса йĕтесе татмалла пулнă, мĕншĕн тесен йĕтесе татмасан çылăх пулать е пурнăçра мĕнле те пулин инкек пулма пултарать тенĕ. Улталанни («ухмахĕ») малтан ятарласа улталаканнине («ăслине») килне кайса хăй патне хăнана чĕннĕ, «йĕтес туспа» лайăх ĕçкĕ-çикĕ туса ирттернĕ, парнисене те панă. Йĕтес шăммине уйăрнă чухне, ун çумĕнчи ашне пурне те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн уйăрса панă, кайран вара ку çынсене те хăнана чĕннĕ. Хăнасем юрланă, ташланă – пĕр-пĕринпе савăнса «йĕтес хăнине» ирттерсе янă. Шӳтсем çинчен те манса кайман. Йĕтес туртас умĕн йытăлла вĕрме, автанла авăтма, юрласа тата ташласа пама е тата урăхла шӳтсемпе юптарусем туса ирттерме калаçса татăлнă. Хăнара шӳтлесе те юрласа, калаçса та юптарса ларни – ĕçке-çике илемлетнĕ, çынсен хушшинчи туслăха çирĕплетнĕ, пĕр-пĕрне хаклама, хисеплеме хистенĕ, вĕрентнĕ. ÇИНÇЕ «Çинçе» сăмаха çĕр пĕтĕленсе йывăрланнă пулăмпа çыхăнтараççĕ. Тыр-пул акса пĕтернĕ хыççăн канлĕ вăхăт 2-3 эрне тăсăлнă. Вăл уяв мар, çураки вĕçленĕ хыççăнхи, кĕрхи ыраш пучахĕсем чӳхене пуçласан ирттерекен йăла-йĕрке. Ăна июнĕн 19-мĕшĕччен паллă тунă. Ĕлĕк-авал календарьти йăла-йĕркене ватăсем хытă йĕрлесе пынă. Кун тăршшĕ 17 сехете çитсен ватăсем мĕнпур яла Çинçе тытăнни пирки пĕлтернĕ. Çинçе вăхăтĕнче çынсем çутă тумпа çеç çӳренĕ. Çутă мар тум тăхăннисене шывпа сапнă. Çинçе вăхăтĕнче ним патне те ытлашши пырса перĕнмен: çамрăк хунавсене, кайăк-кĕшĕке, чĕпĕ таврашне сиенлесрен шикленнĕ. Çак вăхăтра çĕр чавма, кĕпе-йĕм çума юраман. Пулă тытма, пушăт касма, вăрман ĕçлеме юранă. Ача-пăчана хӳме çине улăхма, шавлă выляма, шăхăрма, кулма чарнă. Мĕнле-тĕр сăлтавпа пуçтарăнсан ерипентерех ташланă. Тăпăртатма, кăшкăрса такмак калама юраман. Кăнтăрла вучах чĕртмен. Каç енне çеç йывăçпа йывăçа сăтăрса çĕнĕ вут чĕртнĕ, пăтă пĕçерсе ваттисене асăннă. Уяв 8-12 куна тăсăлнă. Пурăнакиле чăвашсен пурнăçне чиркӳ йĕрки кĕнĕ. Çак вăхăтра ирттерекен уй чӳкне (Учӳк) пачăшкăсем хутшăнни те паллă. Вĕсем шăркана ларнă ыраш е ытти ана тавра турăшсем çĕклесе утнă. Вăййа тухатчĕç Пирĕн ӳсĕмре Çĕнĕ Упи çамрăкĕсем çурхи вăййа тухатчĕç. Ăна малти утарта ирттеретчĕç. Хитре тумланса, ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса вăйă иртекен вырăна утатчĕç, сăвă калатчĕç, вăйăсем вылятчĕç. Сĕм çĕрле вара килĕсене саланатчĕç. Килнĕ пекех каялла та ушкăнпа утатчĕç, çула май юрă юрлатчĕç: Çеçенхир варринче шур юр çунă, Çырла çеçки чечекĕ епле-ши/ Ай-хай, çамрăк пĕвĕм, хура куçăм, Кам куçĕнчен пăхмашкăн ӳсрĕн-ши/ Утçă лайăх тесе çула ан тух, Сар ылтăн пек пуçна çухатăн. Чĕре савман çынна, тусăм, ан кай, Ĕмĕрлĕхе хăвна çухатăн... Шурă юр çăвать, пушмак путать, Шурă пурçăн пиçиххи кам çыхать/ Каласамччĕ, тусăм, чăн тĕрĕсне – Санăн чуну кама пит савать/ Манăн чунăм сана-çке савать. Хура вăрман хыçне шур юр çунă, Хура сăсар тухса йĕр хывнă. Хура сăсар йĕрĕсене ман йĕрлес çук, Атте-анне хушнинчен иртес çук. Хăш чухне киле таврăннă чухне пикесем витресене шыв тултаратчĕç, шывла вылятчĕç, витрепех пуç тăрăх яратчĕç. Пĕр-пĕрне юратакан каччăсемпе хĕрсем мăшăрăн-мăшăрăн уйрăлса каятчĕç. ÇИМĔК Ку уява Троицăччен юлашки шăматкун паллă тăваççĕ. Ĕлĕкрех ăна юлашки кĕçнерникун паллă тунă. Çавăнпа та чăвашсен Çимĕкĕ вырăссен Троиципе пĕр кун килнĕ. Çак куна хăш-пĕр тĕлте «виле тухнă кун» теççĕ. Çимĕк тĕлне чăвашсем пӳремеч пĕçернĕ, çăмарта хĕретнĕ, сăра вĕретнĕ. Мунча хутса кĕнĕ. Кăнтăр тĕлнелле ял халăхĕ таса тум тăхăнса, çимелли-ĕçмелли йăтса масар еннелле утнă. Тăванĕсен вилтăпри тавра пуçтарăнса илсе килнĕ апат-çимĕçе кăларса хунă. Малтан вилтăприсем çине хуçа-хуçа хунă, сăра ярса панă. Атте-анне (ытти вилнисен ячĕсене те асăннă), сана икерчĕ хыватăп, Умăнта пултăр – пил ту. Атте-анне, сана пӳремеч хыватăп, Умăнта пултăр – пил ту. Çапла каласа кашни апата вилтăприсем çине хурса тухнă. Сăмахĕсене çапла вĕçленĕ: Ачасене пехиллĕхне пар, Выльăх-чĕрлĕх услăхне пар. Йăмăксене, тăвансене, тетесене, инкесене, ачамсене, шăллăмсене пил ту, пахиллĕхне пар! Пĕлнисене те, пĕлменнисене те, тăлăхсене те, çулта вилнисене те, шыва кайса вилнисене те, вĕлернисене те – – пурте умăнта пулччăр. Пил ту, пехиллĕхне пар! Кайран хăйсем ларса асăнса çинĕ. Пушкăртри Çтерлĕ районĕнчи чăвашсен çакăн пек йăла-йĕрке пулнă. Масар çинчен таврăннă чух халăх алла-аллăн тытăнса, карталанса ял тавра виççĕ çаврăннă. Ку йăлана «вăрăм тутăр» тенĕ. Кайран ял варрине пухăнса ирччен ташланă, савăннă, юланутсемпе ăмăртнă. Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Урпаш ялĕнче Çимĕк кунĕ ярмăркка ирттернĕ. Уяв пулмалли лапама малтан чечексем сапаласа илемлетнĕ, каç енне ташша тухнă. Чăвашсен çакăн пек каларăш пулнă: «Çимĕкре ташламасан çулталăкĕпех чирлетĕн». Каçхине Турă кĕтессинче çурта çутнă. Сĕтел çине апат-çимĕç кăларса хунă, ваттисене асăннă. Çимĕк каçĕ тĕлне 41 тĕрлĕ курăк пуçтармалла пулнă, вĕри шывра пăшăхлантарса сиплĕ шывпа ӳт-пĕве çумалла пулнă. Вара этем çулталăкĕпех чир-чĕр мĕнне пĕлмен. Мари халăхĕ ваттисене асăннă кун сарлака савăт çине ĕçме-çиме хунă, хĕррине виçĕ çурта лартнă та леш тĕнчери «пуçлăха» (киямат тора), унăн пулăшаканне (киямат савус) тата вилнисене хăналанă. Çимĕк хыççăн тепĕр икĕ эрнерен, тырă пулма тытăнсан (вăл хăш чух июлĕн 12-мĕшĕнче – Питравкка кунĕ килнĕ), чӳк ирттернĕ. Кунта юрласа ташламан. Мари халăхĕ ку йăла-йĕркене Сюрем е Касо тенĕ. Ăна çулталăкра икĕ хут ирттернĕ. Ун умĕн виçĕ кун типĕ тытнă – ĕçмен, туртман. Сюремĕн тепĕр кунне арçынсем юланутсем çине ларнă та аллисене пушă, тукмак таврашĕ тытса кăшкăра-кăшкăра ялтан усалсене хăваланă. МĂНКУН (ВЕЛИКИЙ ДЕНЬ) Ĕлĕк-авал чăвашсем Çĕнĕ çула çурхи хĕвел çӳле хăпарса çитсен уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне Мăнкун тенĕ. Вăл Хĕвеле хисепленипе çыхăннă. Çав кун ирхине мĕнпур ача ял хĕррине Çĕнĕ çул хĕвелне кĕтсе илме пухăннă. Ватă çын та йышлă пулнă. Çак вăхăтра ачасене тырăпа тата хăмлапа сапнă, пĕчĕкскерсем сывă та ăслă çитĕнччĕр тенĕ. Шăпăрлансем çулталăкĕпех чирлес мар тесе çĕр çинче йăваланнă. Çакăн хыççăн вĕтĕр-шакăр яла таврăннă. Вĕсене аслисем кĕтсе илнĕ, пылак çимĕçпе, йăвапа тата хĕретнĕ çăмартапа хăналанă. Пӳрте чи малтан хĕрачасен кĕмелле пулнă. Çапла тусан кил хуçисен ĕнисем тына çеç пăруланă, сурăхĕсем путексем çеç туса панă имĕш. Чи малтан кĕрекен хĕрачана минтер çине лартнă. Ăна шăп ларма хушнă. Пусма ларакан чăхă та хăйĕн çăмартисем çинче шăп ларасса, нумай чĕп кăларасса шаннă. Ватăсем ачасене хĕвел çинчен хывнă юмах-халап каласа панă. Унтан кунĕпех чуччу ярăннă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Çăмартапа вылясси уйрăмах хисепре пулнă. Выляса илнĕ çăмартана çураки умĕн ана çине чавса хунă. Мăнкунра чăвашсем тăван-хурăнташ патне рете çӳренĕ, тепĕр кунхине ваттисене асăннă, çурта çутса кĕлĕ вуланă: «Паян çак яшка-çăкăра сирĕншĕн пĕçернĕ, пурсăрăн та тутă çӳремелле пултăр. Кил-йыша, выльăх-чĕрлĕхе сыхлăр, тĕрĕс-тĕкел усрăр, пил тăвăр. Эпир сире асăнатпăр, эсир пире ан асăнăр, пире вăхăт çитмесĕр ан кĕтĕр. Умăрсенче сĕт тулли пултăр. Пĕр турам – пин турам, пĕр çăк – пин çăк пултăр. Турăпа пӳлĕхрен çичĕ тĕслĕ тыр-пула çичĕ кĕлет тытмалăхне, виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытмалăхне, ывăл-хĕрсене ырлăх-сывлăх памалăхне тархасласа ыйтатпăр. Мăнкун ырлăхĕсем çулталăк тăршшĕпе пыччăр. Пурнăç яланах Мăнкунри пек тулăх та савăк тăтăр». Ваттисене асăнса кĕрсен çакăн пек юрăсем шăрантарнă. Çутçанталăк пичĕпе Ăшă енне çаврăнчĕ. Вăхăт тараси çинче Кун çаврăна пуçларĕ. Чăваш йăли-йĕркисем Çутçанталăк йĕркипе Кĕвĕленсе пыраççĕ, Черетленсе килеççĕ. Калăм эрни – каялла, Мăнкун эрни – малалла. Кун тăршшĕпе çĕр тăршшĕ Акă часах танлашĕ. Мăнкун, Мăнкун, Аслă кун Пуриншĕн те савăк кун. Сĕм авалхи чăвашсен Çĕнĕ çулĕ вăл, пĕлсем. Мăнкуна уявласси Ĕлĕк-авалах пулнă. Хĕвеле чыс тăвасси Кашни çын тивĕçĕ пулнă. Ача-пăча ир-ирех Хĕвеле чĕнсе илме Тантăшĕсемпе пĕрле Ту çине чупнă тӳрех. Чăх çăмарти - çаврака, Хĕвеле асилтерет. Сĕтел хушши – сарлака, Пурне те вырăн çитет. Тăвансене сăйлани Ыр кăмăла пĕлтерет. Пурте пĕрле пурăнни Туслине-çке систерет. Тух, тух, хĕвел, тух, хĕвел, Кăвак пĕлĕте тух, хĕвел. Шăнкăр уяр ту, хĕвел. Ачу-пăчу шăнса кайрĕ. Аслăк çине илсе хур, Çине витти витсе яр, Хĕрлĕ кĕпе тăхăнтар, Хĕрлĕ тутăр çырса яр. Пылпа кулач сĕрсе пар, Алла хĕрлĕ матяк пар, Хĕрли – сана, шурри – мана, Ытти пурте – Мăнкуна! Çапла ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна юнкун пуçланă та пĕр эрне уявланă. Вырăс тĕнĕ сарăлма пуçласан вара чăваш Мăнкунĕ христиансен Пасхипе пĕр килме пуçланă, вырсарникун ирттерме тытăннă. КРЕЩЕНКЕРИ ВĂЙĂ-КУЛĂ Крещенке – чиркӳ уявĕ. Анат Тимĕрçенте ăна çулсерен кăрлач (январь) уйăхĕн 19-мĕшĕнче уявланă. Уяв тĕлне килĕрен çурт ăш-чиккине тасатнă, çунă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем кăмака хутса тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, кăпăклă сăрине те вĕретнĕ. Уявччен пĕр эрне маларах çамрăксем упăтелле, упалла, кашкăрла тата ытти тискер кайăксем пек тăхăнса килĕрен çӳренĕ. Вĕсем пӳртсене кĕрсе ташласа тухса кайнă. Каç пулттипе чӳречерен шаккаса-хăратса çӳрекенсем те пулнă. Каçхине пĕр-пĕр килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă купине салатса урăх çĕререх кӳрши патне купаласа хунă е салатса пăрахнă. Шӳте юратакан ӳркенмен. Упăтелле тăхăнса çӳрекенсенчен пĕрисем Г.А.Разинов, Н.Ф.Савинов пулнă. Крещенке каç çамрăксем хăйсен шăпи мĕнле пулса тухассине пĕлме тăрăшнă. Сăмахран, карта карнă штакетника (шăтăрнака) сăваççĕ, мăшăрлă тухсан çав çул хĕр качча каять имĕш, хăраххăн тухсан – качча каяймасть, мăшăрсăр юлать.Тепринче кил карти алăкне уçса пăрахаççĕ. Пуç çине кунтăк тăхăнса хăрах ура çинче хăвăрттăн вăр-вар çаврăнаççĕ те кунтăка ывăтаççĕ. Урама тухса кайсан ют яла, тухаймасан ялах качча каять тенĕ. Тата каçхине сурăх картине тухса сурăх урисене çипсем çыхса яраççĕ. Хура сурăха çыхсан упăшка хура çын пулать, шурă сурăха çыхсан упăшки шурă пулать тенĕ. Е карта варринче хĕр пуç тавра çăпатине кантринчен тытса çавăрать те кил карти алăкĕ урлă ывăтса ярать. Ӳкнĕ çăпата пуçĕ хăш еннелле пăхать, хĕр çав еннелле качча каять пулать тата ытти те. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕччен ялти çырмара çулсерен пĕвесем лартнă. Хĕллене пĕвери шыв çутă пăрпа хупланнă. Пĕвери тĕрлĕ арçынсем вакăсем каснă. Вакă касакансенчен пĕрисем – Н.Я.Карасев, С.Я.Карасев. Вакăсенче хĕрарăмсем кĕпе-йĕм çуса чӳхенĕ. Вакăсем çырма тăршшĕпех пулнă: ял варринчи кĕпер тĕлĕнче, О.В.Куйранов патĕнче, О.В.Жидков анкарти хыçĕнче тата ытти çĕрте. Йăла тăрăх Крещенкере мĕнле сивĕ çанталăкра та çынсем вакăра шыва кĕнĕ. Хывса тăхăнма ăшă мунча хутса янă. Вăл вăхăтра мунчасене çырма хĕрнех лартнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри хальчченех сыхланса юлнă. Сăмахран, ял варринчи кĕпер патĕнче А.Ф.Савиновсен мунчи. Маларах уяв кун çынсем вакă патне пуçтарăннă. Кунта пачăшкă кĕмĕл хĕресне 3 хутчен шыва чиксе кăларнă, кĕлĕ тунă. Кĕлĕ хыççăн çынсем сăваплă шыв илнĕ, шыва кĕнĕ. Каччăсемпе хĕрсем, Кĕрсăринчи пекех, Крещенке ларнă. Çаплах Крещенке ларнăшăн кил хуçине пĕр-пĕр пысăк ĕç туса панă. Ялта Крещенке ларнă килсем – Т.В.Сетнерова, В.Д.Кутинов, И.П.Разинов, Р.В.Сымкина, В.И.Коннов, П.Т.Ямщиков хуçалăхĕсем тата ыттисем те. Кашни касăра хăйсен купăсçисем пулнă, вĕсенчен чи хастаррисем – П.Г.Гусаров, А.Н.Марзин, С.К.Теби, Н.Т.Ярускин, В.И.Ятманов. Крещенке ларакан хĕрсем – Р.П.Кузнецова, Р.Ф.Мартынова, Р.В.Рябова, Р.Ф.Савинова тата ыттисем. Крещенке ларнă çĕрте хĕрсемпе каччăсемсĕр пуçне касăри çамрăк мăшăрсем те пулнă. Хĕрсем купăс кĕвви майĕпе такмаксем каланă, каччăсемпе хĕрсем савăнăçлăн ăмăртса ташланă. Кам аван ташлать, юрлать – вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Каччăсемпе, çамрăк мăшăрсене улах пуçлăхĕсем çуллă пăтăпа, кăпăкланса тăракан тата ӳсĕртекен сăрапа хăналанă. Çакна та каласа хăварас пулать: ӳсĕр йăваланакансем, çапăçу-мĕн уяв вăхăтĕнче пулман. Çамрăксен савăнăçлă вăййи-кулли, купăс кĕвви, такмакĕсемпе ташшисем икĕ куна тăсăлнă. КĂШАРНИ Ку уява чăвашсем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ: Крещенкке те, Нартукан та, Кăшарни те. Кăшарние Сурхуринчен тытăннă та эрне тăршшĕпех паллă тунă. Православи тĕнне йышăннă хыççăн çак уяв вырăссен Кăшарнийĕпе пĕр килнĕ. Кăшарни –«хĕл эрни» тенине пĕлтернĕ. Кăшарни ирттерме çамрăксем пĕр киле суйласа илнĕ. Уяв сĕтелĕ валли килĕрен хăмла, ăсла, çăнăх тата ытти çиме пуçтарнă. Ял çыннисене хăналама пайтах хатĕрлемелле пулнă. Ыран Кăшарни тенĕ чух çак çурта пуçтарăннă, сăра вĕретнĕ, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçернĕ. Каçхине ватти-вĕтти, яш-кĕрĕм пуçтарăннă. Хĕрсем малтан ватăсене тата ашшĕ-амăшне сăрапа сăйланă. Аслă ăру çамрăксене телейлĕ пурнăç, ăнăусем суннă. Пăртак хăналаннă хыççăн килĕсене саланнă. Çамрăксен хаваслă уявĕ малалла тăсăлнă. Купăс е сĕрме купăс кĕввипе юрланă, такмак каласа ташланă, вăйăсем вылянă, савăннă, кулнă. Çак каçăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ – юмăç пăхни. Çур çĕрте, ял тарăн ыйха путсан, темиçе çамрăк хире е çул юпленнĕ тĕле тухса шăналăкпа витĕнсе ларнă та итленĕ: выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрни илтĕнчĕ пулсан – выльăх нумай пуласса, тимĕр япала чăнкăртатни илтĕнсен – укçаллă пуласса, шăнкăрав е шăпăр сасси – качча каясса е авланасса. Унсăр пуçне мĕнле кăна юмăç яман çамрăксем - ытларахăшĕ пулас мăшăр кам пулассипе, хăçан çемье чăмăртассипе кăсăкланнă. Мĕншĕн тесен евчĕсем шăпах Сурхури тата Кăшарни кунĕсенче хĕрсене çураçма çӳренĕ. Кăшарнире килтен киле мыскараллă тумланнă çветкесем те çӳренĕ. Яш-кĕрĕм кĕрĕк тавăрса кашкăра, упана, тилле, вупăр карчăкне çаврăннă. Кăшарние пухăннă киле те пырса кĕнĕ. Кунта «артистсем» кулăшла сценкăсем кăтартнă, вăйă выляттарнă. Çветкесен чăн тĕллевĕ – кил-çуртран, урамран, ялтан усал вăйсене хăваласа ярасси. Çавăнпа та вĕсен аллинче пушă, турчăка е шăпăр пулнă. Тепĕр куна «Турра шыва янă кун» тенĕ. Çак йĕрке Христос шыва кĕнĕ кунпа çыхăннă. Евангелире çырнă тăрăх, Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывĕнче шыва кĕртет. Çавăнтанпа пырать те Иордан шывне тата мĕнпур шыва çутатса тасатас йĕрке. Православи çыннисем çывăхри кӳлĕре вакă касаççĕ, пачăшкă шыва кĕмĕл хĕресĕпе тасатать. Çамрăксем тата хăюллăраххисем усал-тĕселтен, чир-чĕртен тасалас тесе шыва чăмса тухаççĕ. Ватă-вĕтĕ мунчара çăвăнса тасалать. Çак йĕрке хыççăн ялта çветкесем çӳремен. Çамрăксен ларма вăхăчĕ тытăннă. Хĕрсем алĕç тунă, качча кайма тупра хатĕрленĕ. ЮСМАН Мĕн вăл юсман/ Чустаран тунă икерчĕпе çĕрулми нимĕрĕ. Ку чăвашсен апачĕ, анчах тури енчисем юсман туса çинине курман. Ытларах ăна анат енчи чăвашсем пĕçереççĕ. Çакăн евĕрлĕ çимене ытти халăхсем те хатĕрлеççĕ иккен. Нумаях пулмасть «Путешествие» телеканалпа Бураново кинемейĕсене кăтартрĕç. Вĕсем пĕр çурта пуçтарăнса тележурналиста кыстыбай туса çитерчĕç. Кыстыбай тутарсен те пур. Вĕсем те ăна удмуртсем пекех хатĕрлеççĕ. Нимĕрне удмуртсем çапла турĕç: чукун чӳлмеке çĕрулми, сухан вакласа тата аш авăртса ячĕç те кăмакана лартса пĕçерчĕç. Кайран вĕри сĕт хушса тӳрĕç, турилккене хурса сĕтел варрине лартрĕç. Юсман пекех чустапа хупласа çирĕç. Йăла тăрăх, чăвашсем юсмана Кивĕ Çĕнĕ çул каç хатĕрлеççĕ (кăрлачăн 13-мĕшĕнче). Рецепчĕ питĕ ансат. Чуста хатĕрлеме 130 г сĕт, 1 çăмарта, 1 кашăк сахăр песукĕ, çур кашăк тăвар, 250-270 г çăнăх, 50 г ĕне çăвĕ тата икерче сĕрме 50-60 г услам е хур çăвĕ кирлĕ. Ăшне хатĕрлеме 1 кг çĕрулми, 1 пуç сухан, 200 г сĕт, 50 г услам çу, тăвар кирлĕ. Малтан чуста çăратпăр. Ун валли пĕр савăта сĕт, çăмарта, ирĕлтернĕ услам çу, сахăр песукĕ тата тăвар хушатпăр та лайăх пăтрататпăр. Çак хутăша ала витĕр кăларнă çăнăх ярса чуста çăратпăр. Чуста «каннă» вăхăтра ăшне хатĕрлетпĕр. Çĕрулми шуратса пĕçеретпĕр. Унта вĕри сĕт, ирĕлтернĕ услам çу, ăшаланă сухан хушса лайăх тĕветпĕр те витсе лартатпăр. Чустана пĕрпек касăксем çине пайлатпăр. Кашнине йĕтĕрпе сарса якататпăр, темиçе тĕлтен вилкăпа тирсе шăтаратпăр та хулăн тĕплĕ çатма çинче икĕ енчен ăшалатпăр. Ăна турилкке çине илсе хурсан икĕ енчен çупа сĕретпĕр. Икерчĕсене пĕр-пĕрин çине хурса пыратпăр. Çемье сĕтел тавра вырнаçса ларсан икерчĕн çур пайĕ çине нимĕр хуратпăр, тепĕр пайĕпе хуплатпăр та юсмана хăймапа е шӳ-рпепе çиетпĕр. Удмурт кинемейĕсем хăнана кăмпа яшкипе çитерчĕç. Кивĕ Çĕнĕ çулта çак апата хатĕрлесе çиме сĕнетĕп. Апачĕ тутлă пултăр! КИЛЧĔ СУРХУРИ – ЮМĂÇ ПĂХАР-И/ Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ. Чăвашсем Кăшарничченех савăннă. Сурхури уявне ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Ăна ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă, килтен киле çӳресе пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ çимерен сĕтел пуçтарнă. Пухăнса тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттернĕ, юмăç пăхнă. Кăçатă ывăтни Хĕрсем хапха енне çурăмпа тăраççĕ те кăçатине хывса хапха урлă ывăтаççĕ, кăçатă кунчи хăш еннелле кăтартать – хĕр çав енне качча каять. Тĕкĕрпе пăхни Ăна çур çĕрте ирттернĕ. Хĕр икĕ тĕкĕр хушшине ларать, çурта çутать те тĕкĕр çинче пулас мăшăрĕн сăнне шырать. Кам малтан качча каять/ Хĕрсем сĕтел тавра лараççĕ. Кашнин аллинче пĕр вăрăмăш çип татки. Çипе пĕр харăс тивертсе яраççĕ. Камăн малтан çунса пĕтет - çав малтан качча каять. Çийĕнчех сӳнчĕ е çуррине те çунса çитеймерĕ пулсан – кăçал качча каяймасть. Хĕр-и е ывăл-и/ Çĕрре шыв тултарнă стакана хураççĕ. Йĕпе çăм пусмана тирсе илеççĕ те çиппинчен тытса васкамасăр хĕрĕн алли тĕлне антараççĕ. Йĕп е çĕрĕ пĕр вырăнта çаврăнма тытăнчĕ пулсан – хĕр пуласса, маятник пек суллансан – арçын ача, пач хускалмасть пулсан – ача пулмасса. Пуян-и е чухăн-и/ Пĕр савăта е кăçатă ăшне тĕрлĕ япала хураççĕ. Хĕрсем куçне хупса пĕрер япала илеççĕ. Кĕл лексен – начара, сахăр - пылак пурнăçа, çĕрĕ – качча каясса, сухан – куççуле, черкке – хаваслă пурнăçа, ылтăн çĕрĕ – çителĕ-клĕ пурнăçа. Автанпа Пĕр турилккене тырă хураççĕ (е укçа) теприне – шыв, виççĕмĕшне – тĕкĕр. Пӳлĕме чăхă тата автан илсе кĕреççĕ. Автан тĕкĕр патне пырсан пулас мăшăр – илемлĕ, укçа е тырă патне пырсан – пуян, шыв патне пырсан - ĕçкĕç, чăхă патне пычĕ пулсан – аяккине чупаканни. Шăрпăкпа Шăрпăк курупкин икĕ енне икĕ шăрпăк вырнаçтараççĕ те тивертсе яраççĕ. Шăрпăксем пĕр-пĕрин енне авăнчĕç пулсан – каччăпа хĕр пĕрле пуласса. Упăшка мĕнли пулать/ Хĕрсем урама тухаççĕ те йытă мĕнле вĕрнине итлеççĕ. Хăрăлти сасăпа вĕрет пулсан – ватта юлни лекет, янăравлă пулсан – çамрăкки. Савни мĕн ятлă/ Кăмăллакан каччăсен ячĕсене хут таткисем çине çыраççĕ, кашнине писевпе пĕветнĕ тутапа чуптăваççĕ те минтер айне хураççĕ. Хăшĕ тĕлĕке кĕрет, çав мăшăрĕ пулать. Ăвăс çуртапа Курка тĕпĕнче çурта ирĕлтермелле. Турилккери сĕт çине çурта ирĕлчĕ-кне (ăвăс) майĕпен ярса: «Хĕрт-сурт, килсем алăк умне сĕт ĕçме»,- темелле. Ăвăса сăнамалла: хĕрес евĕрлĕ пулсан – чир-чĕр е ырă мара, чечек евĕрлĕ пулсан – юрату тупасса, тискер кайăк евĕрлĕ пулсан хирĕçмелли тупăнать. Çăлтăр евĕрлĕреххи – телее, этем кӳлепи евĕрли – шанчăклă юлташ тупасса. Çĕрĕ кустармалла Çĕрре урайне пăрахаççĕ, вăл алăк енне кусса кайрĕ-тĕк: хĕр – качча каясса, яш-кĕрĕм – инçе çула тухасса. Чĕрĕ çăмартапа Çăмартана йĕппе шăтармалла та майĕпен шыв янă стакана юхтармалла. Çăмарта шурри çаврака выртрĕ пулсан – качча каясса* карап, пуйăс – инçе çула тухасса* шурри тĕпне анчĕ пулсан – ырă мара. Пуленкепе Хĕрсем тĕттĕмре пĕрер пуленке суйласа илеççĕ. Мĕнлереххи лекет – каччă çав евĕрлĕ пулать. Пуленке çинчи турат куçĕсем миçе ача пулассине калаççĕ. ĔЛĔКХИ ĔÇ ХАТĔРĔСЕМ Пурнăç улшăнса пыни куç умĕнчех. Лавккасене пырса кĕрсен мĕн кăна курмастăн паян. Кил хуçалăхĕнче усă курмалли ĕç хатĕрĕсене курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Пĕр çыннăн ĕмĕрĕнче кăна мĕнленрех улшăнусем пулчĕç те! Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче хĕрарăм ĕçне çăмăллатакан техника питĕ сахалччĕ, пачах пулман тесен те юрать. Кĕпе-тумтир çумалли машинанах илер. Паянхи лавккасенче мĕнлине кăна курмастăн! Суйла та туян. Çакă пире савăнтарать, тĕлĕнтерет. Аслăрах çул-ӳсĕмлисем мĕнле ĕç хатĕрĕсемпе усă курнă-ха/ 60-70 çулхисем лайăх астăваççĕ-ха çакăн пек сăмахсене: пулле, ийĕ (ăйă), кисĕп, кĕвенте, килĕ, кĕпе валашки, сĕлтĕ, тукмак, тăла. ПУЛЛЕ – йывăçа чавса валашка е ытти япала тумалли ĕç хатĕрĕ. Вăл пуртă евĕрлĕрех, анчах касмалли пайĕ тăрăхла мар - урлă тăрать тата касмалли пайĕ çавракарах. Пуллепе тĕрлĕрен кункăрасем тунă чух та усă курнă. КУНКĂРА – выльăх-чĕрлĕхе шыв ярса ĕçтермелли йывăç савăт. Çак вăрăм валашкана улăм хунă, вĕри шыв ярса пĕçернĕ те çăнăх сапса выльăха çитернĕ. Кункăра тăршшĕ тĕрлĕрен пулнă. Выльăх-чĕрлĕх нумай чух ăна 4-5 метр тăршшĕ ăсталанă. Пĕчĕкреххисемпе (2 метр тăршшĕ) кĕпе-тумтир çунă чухне усă курнă. Унта таса шыв ярса кĕпе-йĕм чӳхенĕ, кивнĕ, çемçетнĕ. Уйрăмах тăла (сукно) тунă вăхăтра кункăрапа усă курнă. ИЙĔ (ĂЙĂ). Пуллепе ĕçленĕ хыççăн çавракарах валашкан шалти пайне ийĕпе тикĕслесе якатнă. КИСĔП – чăлха, тăла тата пысăкрах япаласене çумалли, тӳмелли ĕç хатĕрĕ. Кисĕпе юман йывăçран тума тăрăшнă. Вăл кĕвентерен йывăртарах та сулмаклăрах. Хĕрарăмсемпе пĕрле кисĕп тытса арçынсем те ĕçленĕ, хĕрарăмсене пулăшнă. КИЛĔ – пысăкрах япаласене, тăла таврашне хурса кисĕппе тӳмелли хатĕр. Килĕ умне ушкăнпа тăнă. Кисĕппе тӳнĕ май юрă-такмак шăрантарнă. КĔВЕНТЕ, КĔПЕ ВАЛАШКИ – çак икĕ япала пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăрать. Кĕпе-тумтире валашкана хурса икĕ кĕвентепе тӳнĕ. Япаласене çунă чухне пĕччен те, иккĕн те ĕçленĕ. Пĕри – тӳнĕ, тепри – шыв ярса тăнă. Кун пек чухне ĕç кал-кал пынă. Çумалли сахал чух пĕчченех ĕлкĕрнĕ. Кĕвентисен тăршшĕ тĕрлĕрен пулнă, анчах пĕр метр çурăран кая мар. СĔЛТĔ ШЫВĔ. Кĕпе-йĕм çума тата мунчара çăвăнма ял çыннисем сĕлтĕ шывĕ тунă. Вăл шампунь вырăнне пулнă. Çемçе шыв кĕпе-йĕме лайăх шуратнă, çӳçе тасатнă, çемçетнĕ. Сĕлтĕ шывне юхтарма кивелнĕ, шăтăклă витре кирлĕ пулнă. Витре тĕпне улăм хунă, ун çине улăм кĕлне сапнă. Кайран унта вĕри шыв янă та тепĕр савăт çине сăрăхтарнă. Сĕлтĕ шывĕ супăнь вырăнĕнче те пулнă. Тата çакна каласа хăвармалла. Кĕпе валашкин тата килĕ ăшĕсене, кĕвентепе кисĕп вĕçĕсене яка та тикĕс тунă, унсăр çӳхе тата черчен япала кивнĕ чух çурăлма пултарнă. Кун çинчен платниксем, пуртă ăстисем нихăçан та манман. ТУКМАКА та мантарса хăвармалла мар. Тукмакăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Унпа тĕрлĕрен ĕç тунă чухне усă курнă. Вăл утюг вырăнĕнче пулнă. Кĕпе-тумтире çуса типĕтнĕ хыççăн япаласене чĕркенĕ, меллĕ хурса тукмакпа шакканă, çапса якатнă. Çӳлте асăннă ĕç хатĕрĕсене халĕ музейсенче çеç курма пулать. Малашне те çапла пулĕ. САЛТАКА ĂСАТНИ Ах, тур, йывăр, ах, тур, йывăр Атăлтан чул кăларма. Йывăртан та йывăр иккен Тăвансенчен уйрăлма. (Халăх юрри). Çемьере ывăл çуралсан чăвашсем «салтака юрăхлă пултăр» тенĕ. Патша çарĕнче ĕлĕк 25 çул хĕсметре тăнă. Çавăнпа та ывăлĕпе сывпуллашнă, ăсатнă чух хурлăхлă рекрут юррисем юрланă. Каярахпа та – Совет çарне каякансене – чăвашсем çак йăла-йĕркепех ăсатнă. Аслă вăрçă хыççăн (70-мĕш çулчченех) салтака 22 çултан илнĕ, хĕсметре вĕсен 3 çул тăмалла пулнă. 70-мĕш çултан пуçласа салтака 18 çултан илме тытăннă, служба вăхăтне те 2 çул хăварнă. Çавăн пирки те йĕркесем çуралнă халăхра. Салтака илсе кайрĕç, Пилотка тăхăнтарчĕç. Çамрăк тесе пăхса тăмĕç, Алла пăшал тыттарĕç. Салтак ячĕ тухсан ашшĕ-амăшĕ хатĕрленме тытăннă: сăра вĕретнĕ, чăкăт тунă, çăкăр пĕçернĕ. Ăсану 2-3 куна пынă. Малтанах ашшĕ килĕнче тăванĕсем, кӳрши-арши тата юлташĕсем пуçтарăнаççĕ. Сăра пички пуçласа салтак сывă таврăнтăр тесе ĕçеççĕ, çиеççĕ. Кайран рекрут юррине тăсса яраççĕ. Купăс кĕввипе такмак каласа ташлаççĕ. Амăшĕ ывăлĕн хулпуççи урлă тĕрленĕ ал шăлли çакса ярать. Хĕрупраçсем е юратнă хĕрĕ ал тутри парнелеççĕ. Çапла каччă урама тухса юрăсемпе ял тăрăх çӳрет. Çумĕнче - ял каччисем. Рекрут юррине илтсен тăванĕсем пулас салтака кĕтсе хапхисене яри уçса хураççĕ. Сĕтел çине пуçтарнă вăхăтра яшсем çапла юрлаççĕ: Питравкка çитсен выраççĕ Сăрт çинчи тырăсене. Вăхăтсăр прием параççĕ Телейсĕр ачасене. Сĕтел хушшине вырнаçсан кил хуçисем салтакăн хулпуççи çине тĕрленĕ алшăлли çакаççĕ. Сăра ĕçтереççĕ, апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Пӳртрен тухас умĕн çамрăксем карталанса тăрса салтак юрри тăсса яраççĕ, урама тухаççĕ. Салтак хăй тăванĕсене çăкăр-тăваршăн тав туса асăну каçне пыма чĕнсе хăварать. Ушкăн васкамасăр тепĕр тăванĕ патне çул тытать. Çапла ратнери кашни киле çитет салтак. Тепĕр кунне ют ялти тăванĕсем патне лаша кӳлсе каяççĕ çамрăксем. Пĕкки çине шăнкăрав çакаççĕ, лашине тутăрсемпе тата хăюсемпе илемлетеççĕ. Урапа варринче салтак тăрать. Пурте юрлаççĕ. Салтак алăри тутрипе сулласа пырать. Ăна йĕри-тавра ларса тухнă яшсем ӳкесрен тытса пыраççĕ. Купăс çеммипе, рекрут юррипе çула тухаççĕ. Ăсанан салтака ял халăхĕ урама тухса алă сулать, ырă сунать. Ватăсем хурланса куçĕсене шăлаççĕ. Каçалапа ашшĕ килĕнче хăна-вĕрле пуçтарăнать. Пирвайхи куркана пухăннисем салтака юрăхлă ывăл панăшăн Турра кĕл туса ĕçеççĕ. Чăвашсем кирек мĕнле йăла-йĕркене пуçлас умĕн та Турра тав тунă. Унтан ашшĕ-амăшĕ чипер таврăнма пил панă, тăванĕсем сывлăх, ăнăçу суннă. Хĕсмет нушине тӳснисем, салтак çăкăрне çисе курнисем çамрăка ăс панă. Салтака инçе çула ăсатма ир-ирех лаша кӳлсе килнĕ. Тухас умĕн салтака пукан çине лартнă, тантăшĕсем алла-аллăн тытăннă та йĕри-тавра тăрса рекрут юррине тăсса янă. Тăваткал тенкел, хыр хăма, Лар-ха, тăван, çакăнта. Хирĕçнĕ-тĕр, çапăçнă-тăр, Каçар, тăван, çакăнта. Атте, кӳл-ха лашуна, Анне, уç-ха хапхана. Ăсатса ярăр, кĕтсе илĕр Хăр çуратнă ачăра. Салтак кил-йышĕпе сывпуллашать те урама çурăмпа тухать. Питпе кил енне тухсан чипер таврăнасса шаннă чăвашсем. Салтак тухса урапа çине ларать. Лаша хăш урипе малтан утăм тунине те сăнанă. Сылтăмран пулсан авана тенĕ. XX ĕмĕрте ялтан тухсан стакан ывăтас йăла кĕнĕ. Кĕпер урлă каçнă чух укçа ывăтнă. Амăшĕ ачан çӳç пĕрчине касса илсе Турăш кĕтессинче е арчара усранă. Хурлăхлă юрă çеммипе яшсем çывăх станцăна çул тытнă. Эх, кайрĕ, кайрĕ, кайрĕ, Аллине сулчĕ, сулчĕ. Эп каятăп, эс юлатăн Тенĕ пекех туйăнчĕ. Паллах, тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем салтака хăйле ăсатнă. Рекрут юррисем те раснарах пулнă. XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕ-сенче тĕрлĕ сăлтава пула çак йăла-йĕрке манăçма тытăнчĕ. Çĕнĕ ăру ӳссе пынă май йăла-йĕрки те улшăнчĕ. Юлашки 7-8 çулта ачасем салтак тивĕçне 1 çул çеç пурнăçлаççĕ. ПИРĔН АЧА ЧУХНЕХИ ВĂЙĂСЕМ Çын хăйĕн пурнăçĕнче тĕрлĕ тапхăрта пурăнса ирттерет. Кашни тапхăрĕнче хăйнеевĕрлĕ пулăмсем пулса иртеççĕ. Çыннăн шухăш-кăмăлĕ, йăли-йĕрки урăхланса пырать. Самана улшăнса пынă май пурнăç йĕрки, халăх тата ял хуçалăхĕ лайăхланса, çĕнелсе пырать. Сăмахран, 70-80 çул каяллахине паянхи пурнăçпа ниепле те танлаштараймастăн. Пирĕн пурнăçра кăна мĕн чухлĕ улшăнусем пулса иртрĕç: уй-хирсенче вăкăрпа сухапуç, тракторсемпе комбайнсем, космос тапхăрĕ, компьютер вăхăчĕ, карас телефонĕ – каласа пĕтерес те çук. Самана улшăнса пынă май çыннăн пурнăçĕнче ташă-юрă, тĕрлĕрен хайлавсем, ача-пăча вăййисем улшăнса пычĕç. Ача-пăча вăййисене илсен вĕсем те нумай улшăннă. Ачасем хăйсен ăс-тăнне, вăй-халне тĕрлĕ вăйă выляса аталантарнă, çирĕплетнĕ. Хăш та пĕр вăйăсене вĕтĕр-шакăр хăйсемех йĕркеленĕ, хăйсемех выляса ирттернĕ. Ку ачасен урамри ăспарăвĕ (воспитанийĕ) пулнă. Вăййисем те тĕрлĕрен пулнă. Пирĕн ялта, Чăвашкассинче, çакăн пек вăйăсем вылятчĕç: çĕрĕлле, ашăкла, тапса тармалла, кăлайла, числолла, доминолла (эпир пĕлекен сĕтел çи вăййи мар-ха ку), шкулла, сикмелле, шăнкăрчла, лапталла, хĕрлисемпе шуррисемле. Йĕлтĕрпе, çунапа, йывăç тата тимĕр конькипе, тенкелпе ярăнатчĕç. Пирĕн вăхăтра, иртнĕ 20-мĕш ĕмĕрĕн 40-50-мĕш çулĕсенче, футболла, хоккейла вылясси анлă сарăлман. Çӳлерех асăннă вăйăсене хальхи ачасем пачах та пĕлмеççĕ. Çак вăйăсем çинчен ăсчахсем тĕпчев ĕçĕсенче çырнине те тĕл пулман. Сăмахран, ашăкла вылянине илер. Тимĕрçенпе Улхаш тăрăхĕнчи музейсенче ашăкне курма пулать, анчах та мĕнле выляни çинчен никама та каласа параймасть. Ăна авалхи мăн асаттесемпе мăн асаннесем вылянă вăйă тесе шутлатăп. Язычествăран юлнă вăйă тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Вăййа арçын ачасем те, хĕрачасем те, çитĕннĕ çынсем те выляма пултарнă. Ашăкла вылянин йĕрки çакăн пек. Кунта çакăн пек сăмахсем тĕл пулаççĕ. (Чăваш чĕлхи -– пуян чĕлхе, анчах та хальхи пуплевре ку сăмахсемпе усă курнине тĕл пулман эп – тĕрĕс мар каларăм пулсан тӳрлетĕр). Малтан ашăк вăййинчи сăмахсен пĕлтерĕшне уçса парасшăн. Сăмахĕсем (словарь): элчĕ, туй, пĕк, чĕк, мулла, катмулла, ларка, катăш, ули, кăртмăш. Ку сăмахсен кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Сăмахсене пĕлмесен ашăкла выляймастăн. Ашăк – сурăхăн хыçалти урин сыпăк шăмми. 1 Ларка – ку сăмах пысăк та сарлака ашăка пĕлтерет. Кун пек ашăксем нумай чухне элчĕ ларма пултараççĕ. 2 Элчĕ – вăйăра чи асли. Ашăк элчĕ ларчĕ пулсан вăл пурне те çĕнтерет. Элчĕ-ашăк хăяккăн ларсан (тăрсан) ку енче ашăкăн шăтăк пур. 3 Туй – вăйăра элчĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. Элчĕрен вăйсăртарах. Туй-ашăк хăяккăн тăрсан пулать, ку енĕ яка. 4 Пĕк – ашăк лаптăк ларсан, çурăмли. 5 Чĕк – ку вăйăра чи кĕçĕнни, лаптак ларсан, шăтăклă енĕ çӳл енче. 6 Мулла – хăш та пĕр чухне ашăка кустарса ярсан ашăк пуçхĕрлĕ тăрать. Ку вара элчĕрен те аслăрах шутланать. Выляканăн ашăкĕ мулла тăрсан вăл вара кустарса янă ашăксене пурне те хăй валли пуçтарса илет (асăрхаттару – ку сăмах тутарсен муллипе çыхăнман, хуть те мĕнле япала та пуçхĕрлĕ тăрсан ăна мулла кăна тетчĕç). 7 Катмулла – ашăк курăнса лар-сан. Камăн-тăр ашăкĕ Катмулла ларсан унăн ашăка тепĕр хут кустарма тивмĕ, мĕншĕн тесен ку вырăнлă мар, ниме те пĕлтермест. 8 Кăртмăш – çĕре пуçланă е çĕр- нĕ ашăка каланă. Кун пек ашăксене вăййа кӳртмен. Вĕсем часах тĕпренсе, ванса пĕтме пултарнă. 9 Катăш – ашăксене пур пек ларсан кустарса янă хыççăн. 10 Ули – ашăксене кустарнă хыççăн вăйпа туртса илни. Нумай чухне ашăксене сăрăпа (краскăпа) пĕветме тăрăшнă. Тĕсĕ- сем те тĕрлĕрен пулнă, килте камăн мĕнле сăрă пулнă, çавăнпа пĕветнĕ. Вылякансем хăйсен ашăкĕсене лайăх пĕлнĕ, пĕр-пĕриннипе арпаштарман. Ашăка элчĕ енчен хăйраса якатнă пулсан вăл ашăкпа кустарма юраман. Ашăкла вылянă чухне тата тепĕр сăкăлтăк пулма пултарнă. Ашăк нумайрах элчĕ тата мулла лартăр тесен ашăка элчĕ енчен пĕчĕк кăна шăтăк шăтарнă та тăхлан янă. Тăхлан хăйĕн йăвăрлăхне пула ашăк нумайрах, часрах элчĕ ларнă, мĕншĕн тесен элчĕпе мулла вăйăра чи аслисем тата ытти вылякансен ашăкĕсене выляса илме пултарнă. Анчах та вылякансем ашăкра тăхлан пуррине пĕлсен ку ашăка вăййа кĕртмен е ашăка кустарса яма ирĕк паман. Тата тепĕр сăмах çинчен каласа хăварас килет – ули çинчен. Вылянă чухне ашăксене сăрласа янă хыççăн чăрсăртараххи вĕсене туртса илме тăрăшнă. Кун хыççăн ытти вылякансем те – ули! тесе кăшкăрса ашăкĕсене пуçтарса, туртса илме васканă. Нумай чухне вăйă çакăнпа вĕçленнĕ. Туслă эртелте ули туман. Ашăксене урамра, çĕр çинче тĕл пулсан е кам-тăр ӳкерсе хăварсан вĕсене никам та пĕшкĕнсе илмесĕр иртмен. Ачасемшĕн – ашăк кирлĕ вăйă хатĕрĕ пулнă. I. Ашăкла мĕнлерех вылянă-ха/ (Манăн ашăкла икĕ тĕрлĕ выляма май пуррине каласа парас килет.) 1 Выляма иккĕн те пулать, çын нумайрах пулсан та юрать. Малтан эртелтен пĕри кашни вылякантан пĕрер ашăк пуçтарса илет, вĕсене тикĕс çĕре сапалать.Сапаласа яраканĕ пĕк ларнисене суйласа илет. Юлашки ашăксене кӳрше сапалать те каллех пĕксене пуçтарса илет. Çапла пĕр ашăк юлмиччен выляççĕ. Черетпе кам тĕлне çитнĕ, ашăка çав пăрахать, пĕк пулсан илет, пулмасан хăçан ашăк пĕк пуличчен малалла каять. Çĕнĕрен сапалама элчĕрен пуçлаççĕ, пулмасан туйран та юрать. Ашăксене сапсан икĕ элчĕ пулсан катăш пулать – урăх ашăка кустарма юрамасть. Вара туй сапать, икĕ туй пулсан пĕк сапать, çапла кĕçĕн ашăк – чĕк патне çитичченех. 2 Ашăкла вылякансен кашнин хăйĕн ларки пулнă. Вылякан хăйĕн ларкине пĕлсен тăнă, ăна никама та паман, яланах çав ларкана кустарнă. Выляма пуçличчен пĕри кашнинчен пĕрер ашăк пуçтарать те тикĕс çĕр çине сапаласа ярать. Камăн ашăкĕ элчĕ ларать, çав ача вăййа пуçласа ярать. Вылянă чухне камăн ашăкĕ аслăрах ларать, çавă ашăксене пуçтарса хăй валли илет те çĕнĕрен вăййа пуçласа ярать. Сăмахран, пĕрне малтан чĕк ларсан, теприн элчĕ, туй е пĕк пулсан чĕк парăнать, ашăк урăх ача аллине куçать те унăн пулать. Малтан пĕк ларсан, кайран чĕк ларсан – пĕк аслăраххи, ашăксене вăл илет. Виççĕн-тăваттăн вылянă чухне пурте умлăн-хыçлăн ашăксене кустараççĕ. Çак вăхăтра камăн-тăр ашăкĕ элчĕ ларсан вăйăри ашăксене веçех элчĕ хуçи илет. Çак вăхăтра иккĕмĕш ашăкĕ элчĕ ларсан катăш пулать, çĕнĕрен кустарса ямалла пулнă. Икĕ чĕк – виççĕмĕш пĕк пулсан (пĕк асли) вăл ашăксене пуçтарать. Çапла вара кĕсьере пĕр ашăк юлмиччен вылянă. Ашăксене веçех выляса яни те пулать. Ашăкла вылясси – çуркунне юр айĕнчен çĕр тухсанах типĕ вырăнта вылянă. Çуркунне иртсен ашăксен тапхăрĕ пĕтсе пынă. Ашăк вырăнне урăхла вăйăсем выляма тытăннă. Мĕншĕн тесен тип çĕр лаптăкĕ пысăкланса пынă, урăхла вăйăсем выляма тытăннă. Çĕр типсе çитсен шăнкăрчла, доминолла, кăлайла, числолла вылянă. Ку ача-пăча вăййисене икĕ-виçĕ çын пуçтарăнсан вылянă. Вылякансем нумайăн пуçтарăнсан лапталла (мечĕкле) вылянă, уйрăмах уявсенче. Кунта вара çитĕннисем те, ача-пăча та вылянă. ÇĔРШЫВА СЫХЛАССИ – ЧИ ЧЫСЛĂ ТИВĔÇ Совет салтакĕсем 70 çул каялла Тăван çĕршыва хӳтĕлесе хаяр тăшмана аркатса тăкнă. Пирĕн асаттесем, аттесем тăшманпа çапăçса Çĕнтерӳ кунне çывхартнă... Çĕршыва хӳтĕлеме çамрăксем ачаранах хатĕрленнĕ, паттăр салтак пулма ĕмĕтленнĕ, арçын ачасем физкультура, спорт вăййисене хутшăннă. Çитĕннĕ çамрăксен салтака кайма вăхăт. Анат Тимĕрçенте салтака ăсатма хăйнеевĕр йăла пулнă. Çак мероприяти ялти клубра иртнĕ. Асăннă вăхăта кунта салтак ачисем пуçтарăннă. Уявра колхоз специалисчĕсем, вĕрентекенсем, музей директорĕ, паллах, салтак ачисен ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем пулнă. Халал сăмахĕсенче пурте ачасене хастар пулса салтак тивĕçне аван пурнăçлама хушнă. Ашшĕ-амăшĕ ачине хĕсметре лайăх тăрса чипер таврăнмалла пултăр тенĕ. Салтак ачисене асăнмалăх парнесем панă. Шкул ачисем тата ача садне çӳрекен шăпăрлансем концерт кăтартнă. Ĕлĕк патша çарĕнче, 1705-92 çç. хĕсметре ĕмĕрлĕхех, 1793 çултан – 25, 1837 çултан 20 çул тăнă. 1835-72 çулсенче çар службинче салтаксен умлă-хыçлă 12, 10, 7 çул тăмалла пулнă. Хресчен хуçалăхĕшĕн çакăн пек çар тивĕçĕ питĕ йывăр, чăтма çук этемле мар айăплав пулнă. 1874 çулта кун пек тивĕçе пĕтернĕ, хĕсмете юрăхлă арçынсене пурне те çĕнĕ çар тивĕçне пурнăçламалла тунă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Совет Союзĕнче çĕр çинче виçĕ çул, тинĕсре пилĕк çул тăнă. Çапла тимĕрçенсем Н.Т.Ярускин, А.А.Ярускин (моряк) салтакра пилĕк çул, Г.А.Разинов, А.С.Нефедов тата ытти тантăшĕсем виçĕ çул пулнă. Ун хыççăн çĕр çинче икĕ çул, тинĕсре виçĕ çул тăнă. Халĕ вара çамрăксем салтакра пĕр çулталăк пулаççĕ. Кашни арçын ачашăн салтака ăсатни пăшăрханмалли вăхăт. Пулас салтаксене малтан комисси ирттереççĕ. Сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн салтака юрăхлă тесе çирĕплетсен вĕсене повестка панă. Салтак ачи призыв пунктне тухса кайиччен 2-3 кун маларах çитмеллине пĕлнĕ. Çапла ашшĕ-амăшĕ ачине салтака ăсатма хатĕрленнĕ. Каччă юлташĕсемпе лаша кӳлсе е тройкăпа купăс каласа салтак юррисене шăрантарса тăванĕсем патне çитсе ăсатма чĕнсе çаврăннă. Çамрăк нумай вăхăта тăван килĕнчен уйрăлса кайнă. Çакă ĕнтĕ вăл ял-йышпа, тăвансемпе сывпуллашни пулнă. Тăванĕсем вĕсене халал туса кĕтсе илсе хăналанă. Салтак ачи хулпуççи урлă çыхса янă илемлĕ тĕрĕллĕ сăмса тутрипе е ал шăллипе саркаланса ташланă. Тăванĕсем ăна парне панă: кам кĕпе, ал шăлли тата ытти те. Илемлетсе пĕтернĕ «тройка» лашасемпе салтак ачисем юрласа таврари ялсенчи (Кивьял, Ирçел, Пухтел, Улхаш тата ытти те) тăванĕсем патне çитнĕ. Ăсатмалли каçра салтак ачин килĕнче юлташĕсем, хĕрсем пуçтарăннă. вĕсем такмак каласа юрланă, ташланă. Каяс кун салтак ачине касăра кашниех килне кĕртсе кăларма тăрăшнă. Ăна хăналанă. Каяс вăхăта тăванĕсем, кӳршĕ-аршă, юлташĕсем салтака ăсатма пуçтарăннă. Çамрăксем салтак юррисем юрласа ташланă. Аслăраххисем салтакра мĕнлерех пулмаллине вĕрентнĕ, сĕтел хушшинчен тухиччен ваттисем салтак ачине пехилленĕ. «Командирсене итлесе, чипер çаврăнса килмелле пултăр», – тенĕ. Çапла вунсаккăрти ача ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, юратнă хĕрĕпе сывпуллашса инçе çĕре кайса Тăван çĕршыва сыхлама тытăннă. ÇИНÇЕ – ЧĂВАШСЕН ÇУЛЛАХИ УЯВĔ Ăна Çĕр амăшĕн Туррине халалланă. Çавăн пекех вăл Уяв, Питрав уявĕсемпе пĕр вăхăталла килет. Ăсчахсем çак сăмаха «çийĕнче», «çие юлнă» сăмах пĕлтерĕшĕсенчен пулнă тесе шутлаççĕ. Вăл Çĕр-аннемĕр пĕтĕленнине, çĕр пурлăхне ӳстернине пĕлтернĕ. Тепĕр теори тăрăх, уяв «çĕнĕ çулла» тенине пĕлтерет имĕш. Çавăн пекех «çинçе» (тонкий) сăмахпа арпаштаракансем пур. Çармăссен çак уяв ячĕ синкса ятлă, китайсен zinze текенни пур. Славянсем вара çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ тапхăра «Духов день» тесе палăртнă. Уяв йăли-йĕрки Уяв ыраш пĕтĕленсен пуçланнă. Вăл 12 куна тăсăлнă. Çинçе пуçлансан чылай ĕçе тума юраман: çĕр чавма, сухалама, йăрансене çумран тасатма, çĕр ăшне патак-юпа тавраш çапса лартма, çĕр çийĕн çара уран утма-çӳреме тата ытти те. Кăвайт чĕртме, мунча хутма юраман – маларах çăвăннă, çăкăрне те уяв умĕн маларах пĕçерсе хунă. Çинçе уявĕнче шурă кĕпе тăхăннă, ула-чăлипе çӳреме юраман. Уяв вăхăтĕнче халăх каннă. Вăйă картине каçалапа çеç тухнă, ирпе е кăнтăрла юраман. Тума юранă ĕçсен шутне çăпата çыхассине, юмах юптарассине, тĕрĕ тĕрлессине кĕртме пулать. Çип арлама вара юраман. Йĕркене пăсакансене вăрçнă, ятланă. Ула-чăла кĕпе тăхăнаканăнне хывса илме пултарнă. Çĕре патакпа çапакан ачан патакне туртса илсе ятланă. Çинçере калакан мăчавăр сăмахĕсем Ыран çинçе пултăр, çинçе калатпăр. Шаккама юрамасть, курăк татма, çĕр чавма, мунча хутма, тырă типĕтме, çапма, чул кăларма, арман авăртма, улача кĕпе тăхăнма, хĕрлĕ кĕпе тăхăнма, улача-хĕрлине çĕлеме юрамасть – пурин те вунă куна шур кĕпе тăхăнмалла. Тултăрччĕ Аслă Çĕр-аннемĕр, çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр. Çурхи ака та иртрĕ, çинçе çитрĕ. Çие юлнă Çĕр-аннене суран ан тăвăр, шăв-шав туса ан хускатăр. Тăла-кĕççе ан çапăр, хура-мара ан тăкăр. Çĕр-аннемĕр тăнăçланнă. Сыхлăр унăн канăçне. Çире-пуçра шурă пултăр, ӳтĕр-тирĕр таса пултăр, уя-хире ешĕл тултăр. Çинçене кĕтĕмĕр. Тултăрччĕ Аслă Çĕр-аннемĕр, çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр. ШЫВЛА ВЫЛЯНИ Çуркуннехи ĕçсем пĕтсенех чăваш хресченĕ ăшă та лăпкă çумăр кĕтет. Апрель, май... Июнь уйăхĕн пĕрремĕш эрни иртет. Çумăр çук та çук. Хĕрсе кайнă тӳпере хура пĕлĕт таткине курасчĕ... Кĕрхи тырăсем хальлĕхе аптрамаççĕ-ха. Çурхисем вара, аран-аран шите яхăн ӳснĕскерсем, сарăха пуçланă, пуçĕсене пĕкнĕ. Кирлĕ чухлĕ ӳсмесĕрех пучах кăларам пекки тунă. Выльăх çӳрекен çаранри курăк та сарăхнă, хытнă. Çĕр типсе çуркаланнă. Вĕри çил вĕрет. Çĕрулми те шывсăр нушаланать, выльăх-чĕрлĕх, çынсем нушара. Çут çанталăкри йĕркене хăй вырăнне лартас, тыр-пула, вăльăх-чĕрлĕхе ӳстерсе сыхласа хăварас, чир-чĕре чарас тесе халăх пуçтарăнса канаш тăвать. Тепĕр çĕрте ăна «Халăх сăри» тенĕ. Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем типĕ çул ятарласа Хăтчук ирттернĕ. Халăх укçипе çамрăк тиха е пăру туяннă, тутлă апат пĕçерсе çинĕ, сăра ĕçнĕ, хĕвелтухăç енне тăрса аслă Турăран çумăр ыйтнă. Çумăр чӳкне ирттермелли вырăн шыв çывăхĕнче пулнă. Маларах çăлсене, пусăсене тасатнă, типĕ çырмасемпе çарансене те тирпей кĕртнĕ. Чӳк вырăнĕнче Киремет йывăçĕ пулнă. Унăн ăшĕнче Турă пурăнать тенĕ. Йывăç умне парне пăтти, пуснă выльăхăн пуçне, урисене, тирне хунă, сăра тăкнă. Апат çисе кĕлтунă хыççăн халăх тумтирпех кăкăр таран шыва кĕрсе тăнă. Пĕр-пĕрне шыв сапса йĕпетнĕ. Чӳке хутшăнман çамрăксем вара ял урамĕсем тăрăх витресемпе çӳресе чӳке пыман çынсене шывпа сапса йĕпетнĕ, вылянă, кулнă. Тарма юраман. Тарма хăтланакансене хăвса çитсе тата вирлĕрех сапнă. Пӳрте кĕрсе хăтăласшăн пулнисене шала кĕрсе те пулин йĕпетнĕ. Пирĕн ялта шывпа выляса пĕрисен кăмакине юрăхсăра кăларнăччĕ. Халăхпа килĕштереймен тата этеплĕх тĕлĕшĕнчен пăсăкрах арçынпа хĕрарăма вара мăшкăлĕ ытларах тивнĕ. Шывпа сапнă çеç мар, вараласах пĕтернĕ. Усал такмак каланă, вĕсен йĕри-тавра тăрăхласа ташланă. Кивĕ Улхашри православи тĕнне ĕненекенсем пуçтарăнса Çакăлвар енче вырнаçнă Анна çăлĕ патне турăшсемпе тата хоругвисемпе пухăнатчĕç. Çумăр ыйтса кĕлĕ вулатчĕç, çăла йĕркене кĕртетчĕç. Чӳк пулман ку, çапах та пĕлтерĕшĕпе çавăн евĕрлĕрех. Тепĕр чух Улхашăн чăн авалхи Лаприкас çăлĕ патĕнче çумăр ыйтнă. Çăлран шыв ăсса пĕр-пĕрне пуç тăрăх янă, йĕпетнĕ, шавланă, кулнă... Шухланнăшăн пĕр-пĕрне никам та çилленмен. Тĕлĕнмелле, чылай чухне çакăн хыççăн çумăр çунă. Çынсем вара: «Пирĕн кĕлле Турă илтрĕ, çумăр пачĕ»,- тенĕ. Çăва (масар) çине кайса вилнĕ çынсен тăпри çине те шыв сапнă. «Вилнисен кăмăлне тупас. Вĕсем çумăра чарса тăраççĕ пулĕ»,- тенĕ. Тепĕр йăла. Çумăр вăрах пулмасан, шăрăха пула нуша çитсен, выçлăх пулас хăрушлăх тухса тăрсан халăх лавсем çине пичĕкесем лартнă та шыв туйĕ ирттерме аякри яла кайнă. Çĕрле çав ялтан шыв вăрласа килнĕ. Ялти çитмен пурнăçпа пурăнакан пĕр тăлăх качча çав вăрланă шыва "качча илтернĕ". Халăх ăна тăрантарнă, килсе вĕлересрен сыхланă. Илпек Микулайĕ «Хура çăкăр» романра çак йăлана «Йĕпеннĕ çул» сыпăкра аван сăнарласа кăтартать. Çĕр тухăç пама пăрахсан «Çĕр вăрлани» йăла та пулнă. (Ашмарин, 1937). Ун чухне те чухăн качча вăрланă çĕре "качча илтернĕ". Унăн чăнтан авланма юраман вара. Ку сюжетпа çыравçăсем часах усă кураççĕ. Типĕ çул шывла вылясси авалхи чӳк йăлинчен сыхланса юлни куçкĕретех. ЯЛТИ МАСАРСЕН ИСТОРИЙĔ Ватăсем каласа панă тăрăх, ĕлĕк-авал тĕпленнĕ чăвашсем хушшинче Ылтăн урта çыннисенчен хура вилĕм чирĕ (чума) сарăлнă. Çак хăрушă чирпе вилнĕ çынсене Сала (Чириково) вăрманĕ патнех кайса пытарнă, масар йĕри-тавра канав чавса çирĕп юман йывăçĕсене лартнă. Нумай çул иртсен – революци вăхăтĕнче (1918 çул) – çынсем икĕ ытамлă паттăр юмансене касса Чĕмпĕр хулине пăравуссен кăмакине хутма лашасемпе турттарнă. Каярахпа масар вырăнĕ улшăннă. Пурăна киле вилесене çывăхарах пытарма тытăннă. Анат Тимĕрçенĕн пĕрремĕш масарĕ ял хĕрринче – Хурамал енче – пулнă. Ватăсенчен пĕри В.Ф. Элли каласа панă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çак масар вырăнĕнче Кивьял çыннисем лаша вити тунă пулнă. Пусă чавма тытăнсан вилнĕ çын шăммисем тухнипе урăх нимĕн тумасăрах витисене пăсса кайнă. Ĕлĕкхи йăлапа ялта масарсене 40 çула уçнă, унтан урăх çĕре куçарнă. Анат Тимĕрçенти иккĕмĕш масар Анат Тимĕрçенпе Вăта Тимĕрçен хушшинчи пĕчĕк çырма хĕрринче – хĕвелтухăç енче – вырнаçнă. Масар лаптăкĕ икĕ пайран тăнă: хĕвеланăç енне Вăта Тимĕрçен çыннисене пытарнă, хĕвелтухăç енне – анаттимĕ-рçенсене. Вăта Тимĕрçенсен лаптăкĕ пысăкрах (ялĕ те пысăкрах пулнă). Икĕ ял масарне канав чавса уйăрнă, вăл халĕ те паллă. Ку тĕле масар çинче 1 тимĕр хĕрес кăна сыхланса юлнă. Ăна Анат Тимĕрçенти К.К.Имулин Аслă вăрçăран килсен ашшĕн вил тăпри çине лартнă. Хĕрес шăтăкне чавма саккăрти ывăлĕ Анатолий те пулăшнă. Хĕресне Тимĕрçен МТСĕнчи юсав мастерскойĕнче трактор плугĕн пайĕсенчен тунă. Халĕ çак масар вырăнĕнче çаран. Тата 40 çул иртсен (1911 çулта) хальхи масара уçнă. Вăл ялтан инçех мар - çурçĕр енче вырнаçнă. Малтан унта 6 уйăхри пĕчĕк хĕрачана пытарнă, иккĕмĕшне – Мут Михали тенĕ çынна. Арçын пулнипе ăна масар пуçлăхĕ тесе йышăннă. Масар пуçласанах ун йĕри-тавра канав чавма ялти кашни çемьене уйăрса панă. Тата 40 çул иртсен (1951 çулта) урăх çĕре куçас вырăнне масара сарма йышăнаççĕ. 1960 çулта колхоз кунта йывăçран пĕчĕкçĕ хурал пӳртне лартнă. Хĕллехи сивĕ çанталăкра çынсене кĕрсе ăшăнма каланккă та тунă. Пӳртре турăшсем, шăтăк чавмалли хатĕрсем: пуртă, лумсемпе савăлсем, вилене йăтмалли наçилкка упраннă. 1967 çулта масар лаптăкне йывăç штакетниксемпе карса илеççĕ. Çак ĕçе ертсе пыраканĕ – И.П.Хованский. Масара ял халăхĕ тасатса, тирпейлесе тăнă. Хастарсем П.В.Киски, И.П.Хованский пулнă. 1993 çулта ял совет председателĕ Н.Л.Ваштахов масар тавра тимĕр карта тыттарать. Çав çулах хурал пӳртне кирпĕчрен каланккăпах туса лартаççĕ. Масар лаптăкне ял çыннисен халĕ те тирпейлесе тăраççĕ. Ку ĕçсене ял администрацийĕ (пуçлăхĕ И.В. Мартынов) ертсе пырать. ÇĂВАРНИ ВĂЙЙИСЕМ Ĕлĕкренех ял çыннисем ырă çуркунне çитнине уявланă. Ватăсем уявпа хăйсен шанăçĕсене – ака ирттерессипе, пулас тыр-пулăн тухăçлăхĕпе – çыхăнтарнă. Уява çурхи кунпа çĕр танлашăвĕн кунĕсенче – нарăс уйăхĕн пĕтмĕшĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕ-нче ирттернĕ. Çуллă икерчĕ пĕçернĕ, çавăнпа уява çăв эрни – Çăварни тенĕ. Çапла Çăварни эрне тăршшĕпех пынă. Малтанхи вырсарникун Аслă Çăварни пулнă, тепри – Кĕçĕн Çăварни. Çамрăксем Çăварние кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Хĕрсем лашасемпе катаччи çӳреме çĕнĕ тум капăрлатнă. Каччăсем лашисене лайăхрах пăхнă, çунасене, кӳлмелли хатĕр-хĕтĕрне тасатса илемлетнĕ: пĕкĕ çине ик енĕпе капăр тутăрсемпе хăюсем çакнă, йĕвенне, кутлăхне йĕс тăхапа илемлетнĕ. Тăхисене тăмпа сăтăрса йăлтăртатакан пуличченех çутатнă. Виçĕ лаша (тройка) кӳлсе çӳреме хăнăхтарнă. Уява начар лашапа тухман... Аслă Çăварни кун кашни килтех кăмака хутса тĕрлĕ апат-çимĕç, икерчĕ пĕçернĕ, ăна çупа е хăймапа пуçса çинĕ. Малтан киле пыракан çынна çемçе минтер çине лартса çуллă икерчĕпе, килти сăрапа хăналанă. Кун пек тумасан чăхсем çăмарта тумĕç, хурсем чĕпписене кăлармĕç тенĕ. Çăварни эрнинче каçпа çамрăксем Тимĕрçен çырми хĕрринчи сăртсем патне пуçтарăннă. Каччăсем тăвайккинчен тенкелĕсем çине хăйсен умне хĕрсене лартса ярăннă. Кунта тĕрлĕ вăйăсем, ăмăртусем те ирттернĕ. Сăмахран, кам маларах сăрт çине хăпарать тата инçерех ярăнса анать/ Паллах, ача-пăчана тенкел çитмен, вĕсем пăр кутсем çине ларса ярăннă. Пĕчĕк ачасем валли çаврăнса тăракан ярăнкăчă туса панă: юпа йĕри-тавра çунашкасемпе пĕчĕккисене ярăнтарнă. Ку кунсенче ялти мĕнпур çын урамра уçă сывлăшра пулнă. Ватăраххисем çакăн пек савăнăçлă та шавлă иртекен вăйă-ăмăртупа киленнĕ. Çитĕннисенчен нумайăшĕ хăйсем ярăннă, вылянă, кулăш тунă çĕре хутшăннă. Çăварни кун çынсем пĕр-пĕ-рин патне хăнана çӳренĕ, купăспа юрласа, ташласа, çунасем çине ларса катаччи чупнă. Катаччи чупма эрнекун тытăннă. Çамрăксенчен хăшĕ-пĕри çуна çине мăшăрлă ларса çӳренĕ. Çула май каччăн çывăх тăванĕсем патне хăнана кĕнĕ, хĕрĕпе паллаштарнă. Хуçисем çуллă икерчĕпе хăналанă, çамрăксем юрласа ташланă. Вăл вăхăтра çамрăксем эрех таврашĕ ĕçмен. Пĕр-икĕ хут ташланă хыççăн вĕсем хуçисене тав туса малалла хăнана кайнă. Çăварни кунĕсенче пуянраххисем хĕр çураçса хунă, кайран Çимĕкре туй тунă. Çăварни вăхăтĕнче хĕрсене те вăрланă. Каччи хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле ярăннă çĕре пынă, лашине айккине тăратнă. Хĕре ăсатма кайнă чухне каччă хĕре лаша çине ларма сĕннĕ, вара вĕсем каччăсен килне вĕçтернĕ. Вăрланă хĕр кăшкăрашни юрăпа, шăв-шавпа хупланнă. Пĕр эрне çапла савăннă хыççăн Кĕçĕн Çăварни кун тĕттĕм пулсан çеç катаччи тума чарăннă, тăвайккисенчен ярăнма пăрахнă. Улăмран тунă катемпие çунтарнă. Ку хĕле ăсатнине, çуркуннене кĕтсе илнине пĕлтернĕ. Ĕлĕкхи йăлапа кăвайт урлă сикнĕ, çакăн пек туни тĕрлĕ чиртен тасатать, инкек-синкекрен хăтарать тенĕ. Çăварни юрри Çăварни, Çăварни, ай, Çăварни, Мĕншĕн икĕ эрне пулман-ши/ Çамрăках та ĕмĕр, ай, пĕр ĕмĕр, Мĕншĕн икĕ ĕмĕр пулман-ши/ Кĕскĕ(е) тăхăнмасăр мĕн тăхăнан, Юратнă тумтирĕм çак кăна. Кунта юрламасан ăçта юрлас, Юратнă тăвансем çакăнта. Юр шурă та – çиме юрамасть, Тăвансем лайăх – кулма юрамасть. Шур тутăр çыхрăм хуратса, Эп юрларăм сире юратса. Анкарти хыçĕнче ешĕл утă, Эп çулмастăп, тантăш, эс ан çул. Эс те çамрăк, тантăш, эп те çамрăк, Эс ан пăрах, тантăш, эп пăрахмăп. Йăранĕ-йăранĕ симĕс сухан, Илемлĕ-çке ешĕл вăхăтра. Эс те çамрăк, тантăш, эп те çамрăк, Илемлĕ-çке çамрăк вăхăтра. Йăранĕ-йăранĕ шур купăста, Çулçисене иртмесĕр пуç пулмĕ. Кунчченех те ларса, ай, чыс курса Юрласа хăвармасан чыс пулмĕ. НАРТУКАН (НАРТĂВАН) |