Главная страница
Навигация по странице:

  • Ӗҫ мелӗсемпе меслечӗсем

  • . Грамматика материалӗпе ӗҫлесси.

  • шлепки

  • Суйлавлӑ вулава йӗркелемелли ӗҫсем

  • . Ыйту-хурав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси

  • Вӗрентекет сӑмахӗ

  • Урок тс икт элеменчсемпе тата проект технологийпе ус курса ирттермелли птмлет урок


    Скачать 22.74 Kb.
    НазваниеУрок тс икт элеменчсемпе тата проект технологийпе ус курса ирттермелли птмлет урок
    Дата07.04.2022
    Размер22.74 Kb.
    Формат файлаdocx
    Имя файлаplan-konspekt_uroka.docx
    ТипУрок
    #451079


    Урок теми: Кӑмпа – ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗ.

    Урок тӗсӗ: ИКТ элеменчӗсемпе тата проект технологийӗпе усӑ курса ирттермелли пӗтӗмлетӳ урокӗ.

    Сапӑрлӑх тӗллевӗсем: ҫут ҫанталӑка юратас туйӑма вӑйлатасси, ӑна сӑнама, унӑн илемне курма, сыхлама вӗрентесси, ачасен тавра курӑмӗпе сӑнавне аталантарасси, шухӑшлав логикине ҫивӗчлетесси.

    Пӗлӳ тӗллевӗсем: пирӗн тӑрӑхра ӳсекен кӑмпасем ҫинчен тарӑнрах пӗлӳ парасси, ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма,кӑмпасене тӗрӗс татма вӗрентесси, пуплеве ҫӗнӗ сӑмахсемпе пуянлатасси, определени пулакан япала ячӗсем ҫинчен вӗрентесси, ыйтусемпе усӑ курса ҫыхӑнуллӑ каласа пама хӑнӑхтарасси.

    Аталану тӗллевӗсем: ҫыхӑнуллӑ пуплеве, шухӑшлава, тимлӗхе, илемлӗ те тӗрӗс вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси, сӑмах йышне пуянлатасси, ачасен вӗренес кӑмӑлне ӳстересси, хӑйсен шухӑшне пӗтӗмлетсе калама, ӑна хӳтӗлеме вӗрентесси, пултарулӑхне аталантарасси, ушкӑнпа ӗҫлес хӑнӑхусене ҫирӗплетесси, проект ҫырма хӑнӑхтарасси.

    Усӑ курнӑ технологисем: информаципе хутшӑну технологисем, сывлӑха сыхлас технологи, проблемӑллӑ тата аталантару технологи элеменчӗсем, проект технологи, ушкӑнпа хутшӑнса ӗҫлесси, вӑйӑ, вулав- куҫару технологисем.

    Ӗҫ мелӗсемпе меслечӗсем: ыйту-хурав, учитель сӑмахӗ, калаҫу, шырав-тӗпчев, хӑнӑхтару пурнӑҫлани, проблемӑллӑ ыйтӑва хуравлани, тишкерӳ-пӗтӗмлетӳ, ҫурма сасӑпа, саспа, хорпа вуласси, суйлавлӑ вулав, илемлӗ вулав, ӑнланнине тӗрӗслемелли тест ирттересси, ушкӑнсенче ӗҫлесси, грамматика темипе паллаштарасси, диалог, монолог, кластер, синквэйн тӑвасси,валеҫӳ , сигнал карточкисемпе усӑ курни, рефлекси.

    Пуплев хӑнӑхӑвӗсем: сасӑсене тӗрӗс илтесси, пӗр-пӗрне ыйту парас, хуравлас хӑнӑхусене аталантарасси, палӑртуллӑ вулав, сӑмах йышне пуянлатасси, ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курса ҫыхӑнуллӑ пуплевне аталантарасси.

    Курӑмлӑх хатӗрӗсем: компьютер, проектор, экран, «Кӑмпасем» темӑпа хатӗрленӗ презентаци, Абрамова Г.В. «Чӑваш чӗлхи» 4 класс валли: электрон вӗренӳ пособийӗ, Андреев И.А., Гурьева Р.И. «Чӑваш чӗлхи» 6 класс учебникӗ,валеҫӳ карточкисем, магазинта илнӗ каска кӑмпи, стена хаҫачӗ.

    УРОК ЮХӐМӖ

    1. Класа йӗркелени. Сывлӑх сунатӑп пурне те! Шӑппӑн вырнаҫса ларӑр. Халӗ доска ҫине ҫырнӑ тупмалли юмаха вуласа паян мӗн ҫинчен калаҫу пулассине пӗлетпӗр.

    Пӗчӗкскер, хитрескер, ҫӗр мӑкӑртса тухнӑскер, пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑскер.

    Ачасем, тупсӑмне калаҫҫӗ (кӑмпа).

    Учитель: Урок йӗркипе паллаштарни:

    - Апла пулсан сирӗнпе паян кӑмпасем ҫинчен малалла калаҫӑпӑр.

    Урок эпиграфӗ: Ҫиес килсен ҫимелле, ҫимешкӗн те пӗлмелле.

    2. Урок темипе, тӗллевӗсемпе паллаштарни (паянхи числона тата урок темине ҫырса хуни).

    I. Вӗреннине аса илни.

    I. Фонозарядка (учитель кӑмпа ячӗсене вырӑсла калать, ачасем чӑвашла).

    Груздь, опенок, сморчок, мухомор, подосиновик, сыроежка, лисички, волнушки, подберезовик, маслята, луговые опята, поганка, ложные опята.

    2.Диалог хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

    Кластер тӑрӑх учитель ачасене ыйтусем парать, ачасем хуравлаҫҫӗ, диалог тӑваҫҫӗ. Ыйту тӗслӗхӗсем: кӑмпасем мӗнлисем пулаҫҫӗ? Кӑмпасем ӑҫта ӳсеҫҫӗ? Ҫимелли кӑмпасем мӗнле пулаҫҫӗ? Кӑмпасене мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ? Кӑмпасене хӑҫан пуҫтараҫҫӗ? (слайд: кластер).

    3.Монолог хӑнӑхӑвне аталантарасси.

    Ачасем пӗччен, ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ.

    Кластерта панӑ сӑмахсенчен малтан предложенисем, унтан ҫыхӑнуллӑ текст тӑвасси.

    4. Килти ӗҫе тӗрӗслесси.

    Ачасем килте кӑмпасем ҫинчен слайдсем тунӑ(слайдсем: шурӑ кӑмпа, кӑтра кӑмпа, шӑна кӑмпи). Слайдсем тӑрӑх каласа пани.

    II. Грамматика материалӗпе ӗҫлесси.

    Грамматика теми: Определени пулакан япала ячӗсем (существительные в качестве определения).

    Правилӑсемпе паллаштарасси: при определяемом слове появляется аффикс принадлежности 3 лица. Определяющее слово остается неизменным. К словам с конечным гласным добавляется аффикс 3 лица -И. При этом конечный гласный слова перед аффиксом -И выпадает. К словам с конечным согласным добавляется аффикс 3 лица -Е.

    Тӗслӗхсем:

    Кӑмпа (шлепке) шлепки кӑмпа (вӑрман) вӑрманӗ

    туни вырӑнӗ

    шӑрши сӗткенӗ

    яшки тӗсӗ

    тути

    Хӑнӑхтару пурнӑҫлани: точкӑсем вырӑнне тӗрӗс аффикс лартмалла.

    Кӑмпа хыр айӗнче ӳснӗ пулсан унӑн шлепк… хыр хуппи тӗслӗ пулать.

    Кӑмпа шлепк…не ҫӗҫӗпе кассан сӗткен… тухать.

    Эпӗ кӑмпа яшк… ҫиме юрататӑп. (слайд)

    Хӑнӑхтарӑва тетрадь ҫине ҫырса хурасси.

    III. Вӑй-хал саманчӗ.

    Утрӗ шур мулкачӗ Сике-сике чупнӑ чух

    Кӳршӗ вӑрмана. Хӑлхисене вырттарать,

    Татас, ӑшалас тет Икӗ уран тӑнӑ чух

    Тутлӑ кӑмпана. Хӑлхисене чанк! тытать.

    (Ачасем сӑвӑ тӑрӑх хусканусем тӑваҫҫӗ).

    IV. Ҫӗнӗ темӑпа ӗҫлени.

    1. Вулавпа куҫару хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси (Текст: слайд).

    ТЕКСТ

    Кӑмпасем вӑрманта, ҫаран ҫинче, теплицӑра ӳсеҫҫӗ. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ: ҫимелли тата наркӑмӑшли. Кӑмпана нӳрӗк те, ӑшӑ та кирлӗ. Ӑшӑ ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра кӑмпа минутра пилӗк миллиметр таран ӳсет. Кӑмпасем пӗччен ӳсмеҫҫӗ: ушкӑнпа, черетпе, карти-картипе. Тӗсӗпе те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Хыр хуппи, симӗс чӑрӑш хуппи тӗслисем, хӗрлӗ ӑвӑс ҫулҫи, сарӑ хурӑн ҫулҫи, хӑмӑр юман ҫулҫи тӗслисем. Чернил пек кӑваккисем,юр пек шуррисем, кӑмрӑк пек хурисем.

    Кашни кӑмпан хӑйӗн юратнӑ вырӑнӗ пур. Ӑвӑс кӑмпи ӑвӑс айӗнче, хыр кӑмпи, сарӑ кӑмпа, шурӑ кӑмпа хырлӑхра, хурӑн кӑмпи хурӑнайӗнче, ҫерем ҫинче карта кӑмпи, тунката ҫинче уплюнкка ӳсеҫҫӗ. Теплицӑра вара – каска кӑмпи тата шампиньон.

    Кӑмпана татма пӗлмелле. Унӑн тымарне тӑпӑлтараса кӑларма юрамасть,вӑл тепӗр ҫул ку вырӑнтан ҫухалма пултарать. Кӑмпа шлепкине ҫӗҫӗпе касса илмелле. Ҫул хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрамасть.Вӗсем ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ. Наркӑмӑшлӑ, ватӑ, хуртлӑ кӑмпана карҫинккана ан хур! Кӑмпана ӑшалаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, тӑварлаҫҫӗ, маринадлаҫҫӗ. Кӑмпаран тӗрлӗ апат хатӗрлеҫҫӗ: кӑмпа яшки, шаркку, пицца, салат. Кӑмпасем тӗрлӗ витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян. Сӑмахран, унра белок, ҫу, кали, фосфор, аминокислота пур.

    Ҫапла, кӑмпана татма пӗлсен вӑл пирӗн сывлӑхшӑн усӑллӑ, паха ҫимӗҫ пулса тӑрать.

    А) текста вӗрентекен вулать;

    Ӑ) словарь ӗҫӗ: ( ҫӗнӗ сӑмахсем: слайд) (нӳрӗк, тунката, кӑмрӑк, каска кӑмпи).

    Малтан ҫӗнӗ сӑмахсене вӗренекенсем вӗрентекен хыҫҫӑн вулаҫҫӗ, унтан пӗр ачи вырӑсла вулать, тепри чӑвашла. Тетрадь ҫине ҫырса хураҫҫӗ. Сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тӑваҫҫӗ.

    Пӗр ачи сӑмах вулать, тепри сӑмах ҫаврӑнӑшӗ: нӳрӗк – нӳрӗк ҫӗр; тунката - тунката кӑмпи; кӑмрӑк – кӑмрӑк пек хура; каска кӑмпи – каска кӑмпи усӑллӑ.

    Б) 1-мӗш абзаца вӗрентекен хыҫҫӑн вулаҫҫӗ, вырӑсла куҫараҫҫӗ;

    В) 2-мӗш абзаца лайӑх вулакан ача хыҫҫӑн вулаҫҫӗ, уйрӑм ачасем предложенисене тепӗр хут вулаҫҫӗ, куҫараҫҫӗ;

    Г) 3-мӗш абзаца ӑсра вулаҫҫӗ, вӗрентекен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлаҫҫӗ (Кӑмпана мӗнле татмалла? Ҫул хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрать-и? Наркӑмӑшлӑ, ватӑ, хуртлӑ кӑмпасене карҫинккана хума юрать-и?).

    Д) 4-мӗш абзаца хорпа вулаҫҫӗ. Мӗн ӑнланнине вырӑсла каласа параҫҫӗ.

    2. Суйлавлӑ вулава йӗркелемелли ӗҫсем:

    1) Найдите и прочитайте предложения, где говорится, где растут грибы.

    2) Найдите и прочитайте предложения, в котором говорится о том, в каком виде едят грибы.

    3) Завершите предложения: Кӑмпа нӳрӗк …

    Кӑмпасем тӗрлӗ витаминсемпе ….

    Теплицӑра вара …

    4) Найдите в тексте существительныев качестве определения: кӑмпа (яшки), кӑмпа (шлепкине), кӑмпа (тӗсӗпе).

    3. Ыйту-хурав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

    Вӗрентекен ултӑ ачана пӗрер ыйтуллӑ карточкӑсем валеҫсе парать, ачасем ыйтусене вулаҫҫӗ, теприсем хуравлаҫҫӗ, диалог тӑваҫҫӗ. Ыйтусен тӗслӗхӗсем:

    Кӑмпа мӗнле ҫанталӑкра ӳсет?

    Мӗнле кӑмпасем пулаҫҫӗ?

    Хурӑн кӑмпи ытларах ӑҫта ӳсет?

    Тунката ҫинче хӑш кӑмпа ӳсет?

    Кӑмпана мӗнле тата ӑҫта татмалла?

    Кӑмпасем мӗнле ӳсеҫҫӗ?

    V.Аудировани хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

    А) Электрон вӗренӳ пособипе ӗҫлесси.

    Умӗн калани: ачасем, кӑмпасем вӑрманта кӑна мар, теплицӑсенче те ӳсеҫҫӗ. Халӗ эпир каска кӑмпи ҫинчен видеосюжет пӑхатпӑр. Тимлӗ пӑхӑр, тимлӗ итлӗр!

    Ӑ) Видеосюжет тӑрӑх «Тӗрӗс е тӗрӗс мар» хӑнӑхтару пурнӑҫласси. (слайд)

    Вӗрентекен предложенисене вулать, предложенисем сюжетпа килӗшӳллӗ пулсан ачасем симӗс карточка кӑтартаҫҫӗ, килӗшӳллӗ пулмасан – хӗрли.

    Каска кӑмпи тутлӑ, усӑллӑ кӑмпа.

    Кашни ир ачасем зарядка тӑваҫҫӗ.

    Теплицӑра вӑл хӑвӑрт ӳсет.

    Ҫынсем ӑна пӗҫереҫҫӗ, ӑшалаҫҫӗ, яшкана, шарккӑва яраҫҫӗ.

    Каска кӑмпи вӑрманта ӳсет.

    Каска кӑмпи паха кӑмпа.

    Кӑмпаран ҫынсем тутлӑ апат хатӗрлеҫҫӗ.

    Каска кӑмпи наркӑмӑшлӑ кӑмпа.

    Б) Хӑнахтару тӑрӑх каска кӑмпи ҫинчен текст йӗркелесси.

    Ачасен хуравӗсем: Хальхи вӑхӑтра кӑмпасене теплицӑра та ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл – каска кӑмпи. Вӑл тутлӑ, усӑллӑ, паха кӑмпа.Кӑмпаран ҫынсем тутлӑ апат хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна пӗҫереҫҫӗ, ӑшалаҫҫӗ, яшкана, шарккӑва яраҫҫӗ. Тата унран кукӑль, пицца тӑваҫҫӗ.

    Текста лайӑх вулакан ача вулани.

    В) «Каска кӑмпи» текст тӑрӑх синквейн туни (слайд).

    Каска кӑмпи

    Тутлӑ, усӑллӑ

    Пӗҫереҫҫӗ, ӑшалаҫҫӗ, яшкана, шарккӑва яраҫҫӗ

    Каска кӑмпи теплицӑра ӳсет

    Паха кӑмпа

    Синквейна пурте пӗрле вулаҫҫӗ.

    Вӗрентекен сӑмахӗ: «Каска кӑмпи чӑн та усӑллӑ, паха кӑмпа (каска кӑмпи кӑтартать). Вӑл тӗрлӗ витаминсемпе пуян. Уйрӑмах унта белок нумай. Тухтӑрсем каска кӑмпине чӗрӗлле ҫиме хушаҫҫӗ. Вӑл иммунитета ҫирӗплетет».

    VI.Проекта хӳтӗлени.

    А) Ачасем ушкӑнсемпе ӗҫлени.

    Умӗнхи калаҫу. Пирӗн тӑрӑхра тӗрлӗ кӑмпа ӳсет. Ҫынсем кӑмпаран тутлӑ апат хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна тӑварлаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, ӑшалаҫҫӗ, маринадлаҫҫӗ. Халӑх сӑмахлӑхӗнче кӑмпасем ҫинчен тупмалли юмахсем, сӑнавсем сыхланса юлнӑ. Писательсемпе поэтсем кӑмпасем ҫинчен нумай хайлавсем ҫырнӑ.

    Пӗрремӗш ушкӑн халӑх сӑмахлӑхӗпе паллаштарать. Иккӗмӗш ушкӑн сӑвӑсем вулать. Виҫҫӗмӗш ушкӑн кӑмпаран хатӗрленӗ апат рецепчӗпе паллаштарать.

    Тупмалли юмахсем: слайд

    Сӑнавсем: слайд

    Сӑвӑсем: слайд

    «Кӑмпапа ӑшаланӑ ҫӑмарта» апат рецепчӗ: слайд

    Проект тӗллевӗ: ачасене кӑмпасем ҫинчен тарӑнрах пӗлӳ парасси.

    Задачӑсем: 1.Кӑмпасем ҫинчен литература вуласси;

    2.Кӑмпасем ҫинчен тӗпчесе тупмалли юмахсем, сӑнавсем, сӑвӑсем, кӑмпаран хатӗрленӗ апат рецепчӗсем тупасси;

    3.Кӑмпасем ҫинчен сӑвӑсем вӗренесси;

    4.Хаҫат кӑларасси.

    Ӑ) Проект ӗҫӗсен результачӗ – «Кӑмпасем» стена хаҫачӗ. Стена хаҫачӗ ҫинче кӑмпасем ҫинчен нумай информаци тумпа пулать.

    VII. Ҫирӗплетни.

    Рефлекси. Урокра мӗн ҫӗнни пӗлтӗр, сире ытларах мӗн килӗшрӗ, мӗн килӗшмерӗ?

    Ачасен хуравӗсем: «Каска кӑмпи ҫинчен нумай пӗлтӗм. Эпӗ каска кӑмпи мӗнле ӳснине ку таранччен курман».

    «Кӑмпана мӗнле тӗрӗс татмалли ҫинчен пӗлтӗм. Шлепкине ҫӗҫӗпе касмалла, кӑкламалла мар». «Ҫул хӗрринче ӳсекен кӑмпасене татма юрамасть». «Кӑмпа питӗ усӑллӑ, вӑл тӗрлӗ витаминсемпе, микроэлементсемпе пуян. Уйрӑмах унта белок нумай». «Кӑмпаран тӗрлӗ апат хатӗрлеҫҫӗ». «Палламан кӑмпана татмалла мар». «Ватӑ, хуртлӑ, наркӑмӑшлӑ кӑмпана карҫинккана ан хур!».

    Вӗрентекет сӑмахӗ: Ҫапла ачасем, кӑмпана татма та пӗлмелле, ҫиме те пӗлмелле.

    VIII. Пӗтӗмлетни.

    «Ҫиетпӗр е ҫиместпӗр» вӑйӑ вылясси. Вӑйӑ тӗллевӗсем: кӑмпасен ячӗсене ас туса юласси, ҫимелли тата наркӑмӑшлӑ кӑмпасене уйӑрма вӗрентесси.

    Пурте пӗрле слайдсемпе ӗҫлеҫҫӗ.

    Экран ҫине пирӗн тӑрӑхра ӳсекен кӑмпа ӳкерчӗкӗсем тухса пыраҫҫӗ. Ачасем ҫиме юрахлисене «ҫиетпӗр», ҫиме юрӑхсӑррисене «ҫиместпӗр» сӑмахсемпе палӑртаҫҫӗ.

    IХ. Килти ӗҫ.

    Тестсемпе ӗҫлени (вӗрентекен тест ыйтӑвӗсене валеҫсе парать).

    Х. Ачасен ӗҫӗсене хаклани.


    написать администратору сайта